Пирĕн çăлтăр

29 Кăрлач, 2016

Кăрлачăн 30-мĕшĕнче «Звезда» телеканалпа Пĕтĕм Раççейри юрăçсен «Çĕнĕ çăлтăр» конкурсĕ пуçланать. Унта Чăваш Ен пики Татьяна Силодорова та хутшăнать.

Унăн ашшĕ-амăшĕ - Канаш районĕнчи Янкăлчран. Çамрăк чух вĕсем Иркутск облаçне пурăнма куçса кайнă. Татьяна та унтах çуралса ÿснĕ. Тăван тăрăха вĕсем 1999 çулта таврăннă. Т.Силодорова Шупашкарти Ф.Пав­лов ячĕллĕ музыка училищинчен вĕренсе тухнă. Унтан вăл Санкт-Петербургри театр искусствин патшалăх академийĕнче пĕлÿ илнĕ. Виççĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне чăваш пики тĕнчери халăхсен пултарулăх фестивалĕнче «Атăл юхать» юрра шăрантарса «Вокал» номинацире çĕнтернĕ. Паянхи кун Татьяна Питĕрте пурăнать, мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтереççĕ. Ăста юрăç хулари тĕрлĕ концерта хутшăнать, кану керменĕсемпе клубсенче юрлать.

85 регион чысне хÿтĕлекен конкурсантсем малтан иккĕмĕш тапхăра тухассишĕн кĕрешĕç. Юрăçсен пултарулăхне Максим Дунаевский композитор, Зара юрăç, Василий Бархатов режиссер, Юрий Николаев телеертÿçĕ тата Денис Майданов юрăç хаклĕç. Вĕсен 44 çынна суйласа илмелле. Çав йыша пирĕн ентеш те лекессе шанатпăр.

Рубрика: