Мастерсен йышĕ ÿсет

29 Кăрлач, 2016

Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко «Спортăн тĕнче класлă мастерĕ» ята илнисен списокне çирĕплетнĕ. Вĕсен йышĕнче пирĕн ентешсем те пур.

Хисеплĕ ята тивĕçнисен хушшинче чи малтан хăвăрт утакансен шкулĕнче ăсталăха туптакан Клавдия Афанасьевăпа Мария Лосиновăна палăртмалла. Иртнĕ çул пикесем Европа чемпионатĕнчен медальсемпе таврăнчĕç. Спорт гимнастикипе туслă Полина Федорова вара пĕлтĕрхи çулла Пĕтĕм тĕнче Универсиадинче виçĕ награда çĕнсе илсе спортăн тĕнче класлă мастерĕ пулса тăчĕ. Иртнĕ çулхи тĕнче кубокĕн иккĕмĕш тапхăрĕнчи ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи Сергей Соловьев та спорт нормативне тултарнă.

Юлашки 5 çулта пирĕн республикăра спорт мастерĕсен йышĕ самай ÿсрĕ. Кун çинчен ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура та пĕлтерчĕ. Калăпăр, 2015 çулта спортăн тĕнче класлă мастерĕн ятне 7 спортсмен тивĕçнĕ. Кăçал вара - çул пуçламăшĕнчех - 4 атлет.

Рубрика: