Чăваш балечĕ - Германире, Швейцарире...

29 Кăрлач, 2016

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн балет труппи Европа çĕршывĕсене гастроле çÿресси тахçанах йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Хальхинче те труппăн илемлĕх ертÿçи, Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Данил Салимбаев пуçарăвĕпе вăл Германие, Австрие, Лихтенштейна тата Швейцарие çитсе килнĕ. Репертуарта - Петр Чайковский ĕçĕсем: «Лебединое озеро», «Спящая красавица», «Щелкунчик» тата гала-концерт.

Ташă ăстисенчен уйрăмах Анна Серегинăн «лава туртма» тивнĕ, унăн Маша партийĕпе /«Щелкунчик» балет/ сцена çине 19 хут тухма тивнĕ. ЧР Çамрăксен Патшалăх премийĕн лауреачĕ Анастасия Абрамова та, Пĕтĕм Раççейри конкурссен дипломанчĕ Дмитрий Поляков та чăвашсен ят-сумне яман. Çамрăксем те «маххă» паман, Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕсем Максим Гуртовых, Тимофей Федоренко, ыттисем хăйсен ташшисемпе Европа кураканĕсен чĕрине тыткăнланă.

Гастроль икĕ уйăха /иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕн вĕçĕнчен кăçалхи кăрлач вĕçĕччен/ тăсăлнă, труппа сцена çине пурĕ 52 хут тухнă.

Н.СМИРНОВА.

Рубрика: 
Автор: