Новости по теме

12 Нарăс, 2016

Банксем экономикăна вăй паччăр

Сăмах укçа тавра пычĕ - çапла пĕтĕмлетнĕ пулăттăм эрне кун Правительство çуртĕнче банк тытăмĕн тата регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене халалласа ирттернĕ канашлăва. Бизнес-пĕрлĕх тата банксен представителĕсен хушшинче самай хивре калаçу пулчĕ.

12 Нарăс, 2016

Йĕпреçсем - çĕнĕ çитĕнÿсемшĕн

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Владимир Свешниковпа, юстици министрĕн заместителĕпе Ирина Семеновăпа Йĕпреç тăрăхне çитсе курчĕ. Вырăнти çăкăр завочĕн производствипе, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2015 çулхи пĕтĕмлетĕвĕпе тата кăçалхи тĕллевĕсемпе паллашрĕ.

12 Нарăс, 2016

Çын ĕçпе илемлĕ...

Çак сăмахсем тăтăшах янăрарĕç нарăсăн 12-мĕшĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕн сцени çинче. Муркашсем хăйсен районĕ йĕркеленнĕренпе 72 çул çитнине уявларĕç, Раççейри Кино тата Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкĕсене савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

12 Нарăс, 2016

«Йĕлтĕр йĕрĕ» йыхравлать

Вырсарникун, нарăсăн 14-мĕшĕнче, «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту старт илет. Çĕршыври чи пĕлтерĕшлĕ спорт мероприятийĕ пирĕн республикăра кăçал 12-мĕш хут иртĕ.

ЧР Физкультурăпа спорт министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - пĕлтĕр Чăваш Енри чупăва 50 пине яхăн çын хутшăннă, тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул» паркри тĕп старта 12 пин йĕлтĕрçĕ тухнă. Кăçал ăмăртăва аэропорт çывăхĕнчи лапамра ирттерме йышăннă. Вăл 12 сехетре пуçланать.

Pages