Çĕрпÿ çĕрĕ ĕçчен çынсемпе тĕреклĕ

12 Нарăс, 2016

Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпÿ районĕнчи ĕçченсен анлă канашлăвне хутшăнчĕ. Ларăва Михаил Васильевич уçса ертсе пычĕ.

Çĕрпÿ районĕн 2015 çулхи социаллă-экономика аталанăвĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Казаков паллаштарчĕ. ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн заместителĕ Инна Антонова тата финанс министрĕн заместителĕ Светлана Иванова Çĕрпÿ тăрăхĕн вăйлă енĕсене палăртса сăмах каларĕç, малашне мĕн çине пусăм туса ĕçлемеллине асăнчĕç. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов информаци ушкăнĕн ертÿçи пулнă май Çĕрпÿ районне ÿлĕмрен час-часах килсе çÿрессине, малашне те пĕр шухăшлă пулса ĕçлессине палăртрĕ.

Канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ хыççăн республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпÿ енĕн хастар çыннисене ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн патшалăх наградисемпе чысларĕ. Унтан районти ĕç династийĕсемпе - ял хуçалăхĕнче нумай çул вăй хуракан çемьесемпе - тĕл пулчĕ, тăван тăрăх ырлăхĕшĕн ырми-канми ĕçленĕшĕн вĕсене тав турĕ.

В.БАГАДЕРОВА.

Рубрика: