«Йĕлтĕр йĕрĕ» йыхравлать

12 Нарăс, 2016

Вырсарникун, нарăсăн 14-мĕшĕнче, «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту старт илет. Çĕршыври чи пĕлтерĕшлĕ спорт мероприятийĕ пирĕн республикăра кăçал 12-мĕш хут иртĕ.

ЧР Физкультурăпа спорт министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - пĕлтĕр Чăваш Енри чупăва 50 пине яхăн çын хутшăннă, тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул» паркри тĕп старта 12 пин йĕлтĕрçĕ тухнă. Кăçал ăмăртăва аэропорт çывăхĕнчи лапамра ирттерме йышăннă. Вăл 12 сехетре пуçланать.

Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа спортпа туслаштарас тата сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хăнăхтарас тĕллевпе йĕркелекен «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупу кашни район-хулара иртĕ. Яланхи пекех предприяти-организаци, министерство-ведомство ертÿçисем VIP-чупăва тухĕç, арçынсемпе хĕрарăмсем, профессионалсемпе çамрăксем - 5-10, ыттисем 3 километрлă дистанцире тупăшĕç.

Рубрика: