Спорт çывăхлатать

12 Нарăс, 2016

130 çул каялла Чăваш Енре Перекет банкĕн пĕрремĕш касси уçăлнине халалласа Шупашкарта командăпа вылякансен чемпионачĕ старт илчĕ.

Спорт уявне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков тата РФ Перекет банкĕн республикăри уйрăмĕн ертÿçи Юрий Бычковский уçрĕç. «Перекет банкĕпе ЧР Правительстви тахçантанпах пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеççĕ. Инвестиципе социаллă проектсене пурнăçа кĕртетпĕр, экономикăпа предпринимательлĕхе, вĕрентÿпе сывлăх сыхлавне аталантарма тăрăшатпăр. Спорт та пире çывăхлатать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан тата туслă коллективра ĕç те ăнса пырать, унăн кăтартăвĕсем те пысăк», - терĕ Михаил Васильевич спортсменсене сывлăхпа ăнăçу суннă май.

Чемпионат программине виçĕ ăмăрту кĕртнĕ: мини-футбол, волейбол тата баскетбол. Республикăри тĕрлĕ предприяти-организаци - Перекет банкĕ, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕ, Пенси фончĕ, Налук служби, «Букет Чувашии» пĕрлешÿ, «Юрма» агрохолдинг т.ыт. - чысне хÿтĕлекен командăсем виçĕ уйăхра Перекет банкĕн кубокне çĕнсе илессишĕн тупăшĕç. Халĕ спортсменсем Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн физкультурăпа сиплев керменĕнче мини-футбол енĕпе чи маттуррине палăртассишĕн вăй виçеççĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Рубрика: