Евсеев КПРФран каять

12 Нарăс, 2016

ЧР Патшалăх Канашĕнчи коммунистсен фракцийĕн лидерĕ Дмитрий Евсеев КПРФ йышĕнчен тухать. Çакăн пирки вăл нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче брифингра пĕлтерчĕ.

"Эпĕ Раççей Федерацийĕн Коммунистсен партине 20 çул халалларăм. КПРФăн Чăваш Енри хальхи ертÿлĕхĕ парти организацине хăйсен çемье бизнесне çавăрчĕ. Халĕ партин тĕп хуçалăх акчĕ - Шурчанов-ашшĕ влаçа Шурчанов-ывăлне парасси - пуçланчĕ. Валентин Сергеевич Патшалăх Думин суйлавĕнче сасă пухса Мускава тепĕр хут таврăнасшăн, ывăлне вара ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ туса КПРФăн республика организацийĕнче хăварасшăн. Ку тĕслĕхре вĕсемшĕн суйлавçăсен интересĕсем пĕлтерĕшлĕ мар. Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче партин республикăри бюровĕн ларăвĕ иртрĕ, унта парти членĕсен пĕчĕк йышĕ Патшалăх Канашĕн депутатне суйланас текен кандидатсене палăртнă. Çак списокра иккĕленÿллĕ репутациллĕ çынсем пур, партин йĕркеллĕ йышĕ вĕсене хирĕç. КПРФăн регион уйрăмĕнче хальхи ертÿçĕ кадр ыйтăвĕсене сÿтсе явасшăн мар. Анчах çакнашкал кадр политикипе текех килĕшмелле мар", - хăй мĕншĕн кайнин сăлтавне ăнлантарчĕ Евсеев.

Юлашки çулсенче асăннă партирен хастар та пултаруллă чылай коммунист кайнине палăртмалла.

Рубрика: