Ĕç тутине ĕçлекен пĕлет

12 Нарăс, 2016

Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче ЧР Правительство çуртĕнче пысăк çитĕнÿсем тăвакан маттур ĕçченсене - сĕт сăвакан операторсене, зоотехниксемпе ветеринарсене - патшалăх наградисемпе чысларĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял хуçалăх тытăмĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси юлашки çулсенче курăмлă ÿсĕмсемпе палăрнине çирĕплетрĕ. Паянхи фермăсене 15-20 çул каяллахисемпе танлаштараймăн: хальхи йышши оборудованипе усă курнă май нумай ĕçе çăмăллатма май килнĕ. Ял хуçалăхне модернизациленин витĕмĕ куç умĕнчех: производствăран илекен тупăш калăпăшĕсем малтанхинчен чылай пысăк.

Акă пысăк наградăна, Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ятне, тивĕçнисенчен пĕри Зоя Филиппова, Етĕрне районĕнчи "Ленинская искра" хуçалăхра чылай çул вăй хураканскер, 2015 çулта хăйне çирĕплетсе панă ушкăнран вăтамран пĕр ĕне пуçне 8193 кг сĕт суса илнĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи "Коминтерн" хуçалăхăн малта пыракан операторĕ Галина Сергеева, республикăра çуллен иртекен "Чи лайăх дояр" конкурсра темиçе хутчен те çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕскер, хăйсен кооперативĕ пĕлтĕр 354 тонна сĕт суса илнине палăртрĕ.

Михаил Васильевич отрасль малашне те аталану çулĕпе сулмаклăн утасса шанать. Унăн сисĕмлĕхĕ хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсене çамрăксем ĕçе вырнаçма тытăннипе çыхăннă.

Ирина ПУШКИНА

Рубрика: