Пирĕн Лана Олимпиадăна хутшăнать
Паян Норвегири Лиллехаммер хулинче çамрăксен хĕллехи Олимп вăййисем пуçланнă. Спортсменсем тĕрлĕ ăмăртура наградăсен 70 комплекчĕшĕн тупăшĕç.
Яланхи пекех Раççейĕн пĕрлештернĕ команди чи сумлисенчен пĕри: ушкăнра - 72 çын. Телейлисен йышĕнче Чăваш Ен спортсменки Лана Прусакова та пур. Вăл фристайлçăсен турнирĕнче слоуп-стайл тата хаф-пайп дисциплинисенче вăй виçĕ. Çак чыса Çĕнĕ Шупашкар пики çĕршывăн иртнĕ çулхи чемпионатĕнче тата Раççей кубокĕн икĕ тапхăрĕнче çĕнтерсе тивĕçрĕ. 15 çулти хĕр Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 2-мĕш спорт шкулĕнче Никита Васильев тренер патĕнче ăсталăха туптать.
Аса илтеретпĕр: ку ăмăрту пĕрремĕш хут 2012 çулта Австрири Инсбург хулинче иртнĕ. Ун чухне Чăваш Республикин чысне çамрăк хоккеист Александр Протапович хÿтĕленĕ. Пирĕн ентеш унта кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ.