Новости по теме
Уявсем хыççăн çуралнă шухăшсем
Çĕртме уйăхĕ культура мероприятийĕсемпе пуян пулчĕ: республика шайĕнче çеç мар, районсенче те, регионсенче те Акатуйсем иртрĕç, Республика кунне тĕрлĕ мероприятипе паллă турăмăр. Унсăр пуçне Шупашкарта федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсен Культура çулталăкĕнчи паха опытне палăртас тата ыттисен хушшинче сарас тĕлĕшпе конференци те пулчĕ. Уявсем, шавлă кунсем хыçала юлчĕç.
Мĕнле йĕр хăварчĕç вĕсем пирĕн чĕресенче, паха енĕ мĕнре палăрчĕ?
Асăмри Кронид Прокопьев
Аваллăх палăкĕсем
Хатĕрлеççĕ сенаж, утă. Выльăх-чĕрлĕх пулĕ тутă
Раççей Ял хуçалăх академийĕн Çĕрпÿ районĕнчи "Колос" патшалăх унитари предприятийĕ /ПУП/ утă - 600, сенаж 3 пин тонна хатĕрленĕ. "Пĕлтĕртен юлнă апата шута илсен пурĕ вĕсем 600 пуç выльăха икĕ çул тăрантмалăх та çитеççĕ, - терĕ предприяти директорĕ, ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ Эдуард Митрофанов.
Воронежран - ултă медальпе
Ял хуçалăх предприятийĕсенче, агропромышленноç комплексĕнче тата социаллă сферăра тăрăшакансем ĕлĕкренпех ĕçре кăна мар, спортра та пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă. Çавна май чылай çул каялла ял спорчĕн юхăмĕ вăй илнĕ. Хальхи вăхăтра ял ĕçченĕсем Пĕтĕм Раççейри çуллахи ял спорт вăййисенче хăйсен ăсталăхне тĕрĕслеççĕ.
Экс-депутат суд умне тăрать
Следстви комитечĕн Канашри пайĕ Тăвай районĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ пулнă Андрей Моряков тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. «Шимкусский» ООО гендиректорне вăйпа усă курса пурлăх çаратнăшăн айăплаççĕ.
«Ача нумай - савăнăç чикĕсĕр»
"Хĕр Якку", е Чун пуянлăхĕ йывăрлăха парăнтаратех
Шупашкара Республика кунне уявлама çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитнĕ ушкăнсен хушшинче Тутарстанри "Чĕкеçе" малтанах асăрхарăм. Пултарулăх ушкăнĕн тумĕ те, çыннисем те, юрри-ташши те куçа илĕртрĕ. Елена Кондюковăпа /вăл ушкăн ертÿçи пулнине каярах пĕлтĕм/ Михаил Максимов уйрăммăн юрланине киленсе итлерĕм. Аппăшĕпе шăллĕ иккен. Ушкăнпа çывăхрах паллашнă май Максимовсен çемье ансамблĕ те пуррине пĕлтĕм. Паян унта 20 çынна яхăнах çÿрет-мĕн.