Воронежран - ултă медальпе

16 Утă, 2014

Ял хуçалăх предприятийĕсенче, агропромышленноç комплексĕнче тата социаллă сферăра тăрăшакансем ĕлĕкренпех ĕçре кăна мар, спортра та пысăк çитĕнÿсемпе палăрнă. Çавна май чылай çул каялла ял спорчĕн юхăмĕ вăй илнĕ. Хальхи вăхăтра ял ĕçченĕсем Пĕтĕм Раççейри çуллахи ял спорт вăййисенче хăйсен ăсталăхне тĕрĕслеççĕ.

Йăлана кĕнĕ ăмăртăва кăçал Воронеж облаçĕнчи Çĕнĕ Воронеж хули йышăннă. РФ Ял хуçалăх тата Спорт министерствисем йĕркелекен спорт мероприятине 66 регионтан 2 пине яхăн çын хутшăннă. Тăватă кунра ял спортсменĕсем армспорт, кĕрешÿ, волейбол, çăмăл атлетика, сĕтелçи теннис, баскетбол турнирĕсенче, кире пуканĕ йăтас, вĕрен туртас тата ытти енĕпе тупăшнă. Çавăн пекех сĕт сăвакансем, механизаторсем, çавапа çăлакансем, çемьесем уйрăм ăмăртусенче вăй виçнĕ.

Чăваш Ен чысне сумлă ăмăртура 39 спортсмен /республикăри ял спорт вăййисен çĕнтерÿçисем/ хÿтĕленĕ. Пирĕн ентешсем унтан 3 ылтăн, 2 кĕмĕл тата 1 бронза медальпе таврăннă. Чи сумлă нагадăна пултаруллă самбистсем Александр Бондаревпа Екатерина Осипова тивĕçнĕ. Армспорт турнирĕнче пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине Чăваш патшалăх университечĕн студентки Олеся Игнатьева хăпарнă, унăн юлташĕ Кристина Тихонова "кĕмĕл" çĕнсе илнĕ. Бронза медаль хуçисем - Надежда Концова механизатор тата çавапа çăлакан Александр Политов. Ял спорт вăййисен пĕтĕмлетĕвĕпе 600 пине яхăн çын пурăнакан регионсен хушшинче пирĕн республика спортсменĕсем тăваттăмĕш вырăн йышăннă.

Палăртмалла: Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди тĕрлĕ çулсенче çуллахи ял спорт вăййисенче пĕрре мар мала тухнă. Пирĕн республика спортсменĕсемшĕн 2004 тата 2012 çулсем уйăрмах ăнăçлă пулнă: ун чухне çĕр-шыв ăмăртăвĕсем Чăваш Енре иртнĕ, вĕсенче 60 регионтан килнĕ 2500 ытла спортсмен хутшăннă.

 

Андрей МИХАЙЛОВ

Олеся ИГНАТЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: