Преступлени сахалрах пулин те...

18 Утă, 2014

ЧР Шалти ĕçсен министерствин ертÿçи кашни çур çулта анлă пресс-конференци йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Юн кун Сергей СЕМЕНОВ министр журналистсемпе черетлĕ тĕл пулу ирттерчĕ.

Статистика суймасть

Паллах, полици ĕçне хакламашкăн чылай цифра асăнма тивет. Сергей Евстафиевич криминал статистикипе тĕплĕ паллаштарчĕ. Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче шалти ĕçсен органĕсем тĕрлĕ преступленипе пăтăрмах тĕлĕшпе 148 пин заявленипе пĕлтерĕве регистрациленĕ. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 3,4% нумайрах. Çав вăхăтрах преступленисен шучĕ 12,6% чакнă - 6,9 пине яхăн. Çак шутра уçса панисен тÿпи - 69,8%.

Çурринчен ытларах - йывăр мар преступленисем. Министр шухăшĕпе - çавнашкаллисене ытларах тупса палăртни йывăр преступленисенчен сыхланма пулăшать. Апла пулин те 161 çын вилни, 193 çын сывлăхне йывăр сиен кÿни тата та çине тăрарах ĕçлеме хистет.

Çынсем ĕçкĕпе иртĕхни çав-çавах пăшăрхантарать. Çын вĕлернĕ тĕслĕхсен 95,5, сывлăха йывăр сиен кÿнин 90,7% - ÿсĕрле тунă преступленисем. Пĕтĕмĕшле илсен те мĕн пур преступленин 43,2% - "ÿсĕр" тĕслĕхсем. Ку енĕпе эпир Атăлçи округĕнче кăна мар, Раççейре те "малтисен" шутĕнче-мĕн.

Экстремизм пирки те сăмах пычĕ - 9 преступление шута илнĕ. Вĕсем темле чăрсăр тĕслĕхсем мар, анлă акцисемпе çыхăнман. Тĕпрен илсен - çамрăксем Интернетра раса курайманлăхĕн идеологине тĕпе хуракан материалсем сарни. Министр ку енĕпе профилактика ĕçне ирттерни çинчен те каларĕ: "Çынсемпе ĕçлетпĕр. Протестлеме никама та чарман - майсем пур, анчах чикĕ урлă каçма юрамасть".

Преступниксен каварлашнă ушкăнĕсем тĕлĕшпе уголовлă 162 ĕç пуçарнă. Вĕсен 47 членне, çав шутра 6 лидерĕпе йĕркелÿçине суд умне тăратнă. Наркотиксемпе çыхăннă 441 преступление тăрă шыв çине кăларнă. Ку енĕпе Наркотĕрĕслев службипе алла-аллăн ĕçлеççĕ те - çак çыхăну тухăçлăхне ĕнентерекен тĕслĕх нумай.

Суя укçапа усă курнипе çыхăннă преступленисене тупса палăртас, айăплисене явап тыттарас енĕпе те ĕç курăмлă. Генерал çакнашкал "бизнеспа" хамăрăн ентешсем мар, ютран килекен çынсем аппаланнине палăртрĕ. Çавăн пекех хваттерсене çаратас тĕлĕшпе те гастролерсем ытларах пăшăрхантараççĕ-мĕн.

Коррупци тĕслĕхĕсем - 256. Çав шутра 100 преступлени - взятка илнипе çыхăннисем. Министр çулсем çинчи лару-тăру темине те пайăррăн çĕклерĕ: "Чылай çул аварисен шучĕ ÿссе пычĕ. Çавна май пирĕн ПАИ сотрудникĕсен ĕç режимне те улăштарма тиврĕ - палăртнинчен ытларах ĕçлеççĕ. Çакă пулăшрĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăçалхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче аварисен шутне 8,3% чакарма май килчĕ. Вĕсенче 98 çын вилнĕ - çак кăтарту та 7,5% чакнă, суранланнисен шучĕ те 15,7% пĕчĕкленнĕ". Çапах çынсем руль умне ÿсĕрле ларнă тĕслĕх нумаййи питĕ пăшăрхантарать - кунашкаллишĕн 2,9 пин ытла çынна тытса чарнă. Çул-йĕр правилисене пăснин фотофиксаци приборĕсемпе усă курса тупса палăртнă тĕслĕхĕсем 11% яхăн нумайланнă - 151 пин тĕслĕхе яхăн.

Геройăн та саккуна пăхăнмалла

Журналистсем чи малтанах Раççей Геройне Евгений Борисова арестлени пирки ыйтни кĕтменлĕх пулмарĕ. Калаçтаракан тĕслĕх-çке. Аса илтерер: ăна саккуна пăсса астармăш вăйăсем йĕркеленĕшĕн айăплаççĕ. Вăрттăн çак бизнеса тĕп хулари полицин 4-мĕш пайĕн пуçлăхĕ Игорь Иванов хÿтĕленĕ-мĕн, 15 пин тенкĕ взятка та илнĕ имĕш.

Сергей Семенов татăклăн палăртрĕ: "Раççей Геройĕ-и, ахаль çын-и - пĕлтерĕшлĕ мар. Ĕç-хĕлĕ - саккунсăр. Вĕсем саккуна пăснине лайăх пĕлнĕ. Айăплă-и е айăпсăр-и - Следстви комитечĕ тĕпчесе çирĕплеттĕр. Уголовлă ĕçе эпир панă материалсем тăрăх пуçарнă, çав шутра - хамăрăн сотрудниксем тĕлĕшпе те".

Кунашкалли Патăрьелĕнче те пулнине аса илтернипе пĕрлех министр хальхи тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларни тепĕр район полицийĕн пуçлăхĕн позицийĕпе сăлтавланнине ырласа палăртрĕ: "Унран та саккунсăр ĕç-хĕле хÿтĕлеме ыйтнă, укçа сĕннĕ. Вăл саккун хушнă пек тунă - çакăн çинчен тивĕçлĕ çĕре пĕлтернĕ. Çавăнпа та полицейскисем пурте хапсăнчăк тени вырăнсăр. Унашкаллисем, чăн та, пур, çакна йышăнмалла". Астармăш вăйăсем тенĕрен, халĕ вĕсемпе çыхăннă уголовлă виçĕ ĕçе тĕпчеççĕ, иккĕшне шăпах пакунлă çынсене взятка пама тăнă май тăрă шыв çине кăларнă - полицейскисем хăйсем пуçарнипе.

Пакунлă çынпах çыхăннă тепĕр тĕслĕх пирки те сăмах пулчĕ. Журналистсем каланă тăрăх - тĕп хулара пăтăрмах пулнă. Унта хутшăннă пĕр çамрăк ашшĕне шăнкăравланă, вăл вара полици подполковникĕ иккен. Арçын часах вырăна çитнĕ, ывăлне унтан илсе кайнă, ыттисене пăрахса хăварнă-мĕн... Министр ĕç-пуç урăхларах пулнине палăртрĕ. Чăнах та, подполковник, анчах вăл унта должноçри çын пек мар, çамрăк çын ашшĕ пулнипе пынă. Пăтăрмахĕ те ăна айăпламаллискер мар. "Хĕр велосипедпа пĕчĕк ачана пырса лектернĕ. Ачан ашшĕ урса кайнă - хайхи хĕре те, унпа пĕрле пулнă шкул ачине те /полицейски ывăлне/ лекнĕ - акă мĕн пирки калаçмалла, - терĕ Сергей Евстафиевич. - Паллах, пурин те хăйсене алăра тытмалла пулнă. Çав вырăна ДПС экипажĕ çитнĕ. Вăт вĕсене явап тыттаратпăр, мĕншĕн тесен ĕç-пуçа документсемпе кирлĕ пек çирĕплетмен, пăтăрмаха сирсе яман. Кунашкал тĕслĕхсенче мĕн чухлĕ çын - çавăн чухлĕ позици. Тĕрĕслĕхе тупма никам та чăрмантармасть, уголовлă ĕç пуçаратпăр пуль. Çамрăк çыннăн ашшĕн, подполковникĕн, айăпĕ пуррине палăртман".

Пакун - хÿтлĕх мар

Полицейскисене хăйсене те çине-çинех лекет. Кăçал кăна пакунлă çынсене пăхăнманнин, вĕсем çине алă çĕкленин 600 яхăн тĕслĕхне шута илнĕ. Куншăн 109 çынна уголовлă майпа айăпланă ĕнтĕ, тата çавăн чухлĕн административлă майпа явап тытнă.

Апла пулин те министр полици хÿтлĕхсĕр тенипе килĕшмест. "Çапла, хĕç-пăшалпа усă курмалли тĕслĕхсенче - усă курман, çакна палăртмаллах. Хĕç-пăшала хута яма май пулнă тата юранă тĕслĕх - вун-вун, анчах полици хĕç-пăшалпа усă курни республикăра пĕрре те пулман. Кашни тĕслĕхрех мĕн тумаллине полицейски хăй татса парать. Преступнике капла та тытса чарасси пирки иккĕленмест тĕк - усă курмасăр тĕрĕс тăвать. Пакунлă çын суранланнă, анчах преступнике тытса чарайман - кун пекки пĕрре те пулман. Мĕн пур преступление уçса панă. Çапла, пире хĕнеççĕ, анчах пур пĕр полицейски çĕнтерет, хăй вăй çитереймен чухне пулăшу вăхăтра çитет", - терĕ министр.

МИХсен представителĕсем нумаях пулмасть Çĕмĕрлере полицейски пĕчĕк ачана таптанипе кăсăкланчĕç. Сергей Семенов палăртнă тăрăх - руль умĕнче хĕрарăм сотрудник пулнă, ача пăхмалли отпускрискер. Хăйĕн ачи те пĕрле машинăра пулнă. Картишĕнче инкеке сирсе ярайман. Тĕрĕслев иртнĕ - сотрудник ÿсĕр пулман. "Ĕç-пуçа ятарласах хутшăнмастпăр, - çирĕплетрĕ генерал. - Пирĕн унашкал право çук - следстви тĕпчесе хаклатăр".

Çур çулта полицейскисен айăпĕпе çулсем çинче 27 авари пулнă: "Пирĕн - 6,5 пин полицейски, çакăн чухлĕ ДТП нумай-и е сахал-и - хăвăр хаклăр". Кусем - асăрханманнипе пулакан тĕслĕхсем, вĕсемшĕн пакунлă çынсем саккунпа ыттисемпе тан явап тытаççĕ, çийĕнчен ШĔМ дисциплина енĕпе явап тыттарать. Кашни авари тĕлĕшпе тĕплĕ тĕрĕслев ирттереççĕ. Ÿсĕр пулсан е медицина тĕрĕслевне кайма хирĕçленĕ тĕк - "çийĕнчех ĕçрен хăтаратпăр". Çавнашкаллисем 12 тĕслĕх пулнă. Çынсем сиенленмен, транспорт хатĕрĕсем кăна ваннă - кун пек чухне те айăплă сотрудник çул-йĕр правилисем тĕлĕшпе экзамен çĕнĕрен тытать. Çулталăк хушшинче çул-йĕр правилисене икĕ хут сĕмсĕррĕн пăссан сотрудникăн ятарлă комисси умĕнче явап тытма тивĕ - службăпа сыв пуллашасси те часах. Хальлĕхе ун пекки пулман-ха.

Полицейскисене хваттерсемпе тивĕçтересси пирки каланă май 2012-2014 çулсенче 46 сотруднике çурт-йĕр валли социаллă тÿлев пани пирки пĕлтерчĕ - пĕтĕмпе 110 млн тенкĕлĕх. Çавăн пекех 17 сотруднике 30 млн тенкĕлĕх çурт-йĕр сертификачĕсем панă. Уйăх каялла ШĔМ тĕп хулара 63 хваттерлĕ çурт туса пĕтернĕ, эппин, çавăн чухлĕ çемье пурăнмалли кĕтеслĕ пулать.

Кадрсене илес тĕк - кăçал ЧР ШĔМне 112 кандидата йышăннă. Ĕçрен кайнисем - 111 çын /çав шутра - тĕрлĕ çитменлĕхшĕн кăларса янисем те/. Милицирен полици туса хунипе çыхăннă реформăн хăш-пĕр йăнăшне тÿрлетме тивнĕ. Çавна май икĕ çул хушшинче министерство тытăмĕнчи 202 сотруднике районсен шайне куçарнă - унта ĕç калăпăшĕ чăннипех пысăк. Çакă та çителĕксĕр пулнă, икĕ эрне каялла тата 82 сотрудник ШĔМ тытăмĕнчен районсенчи пайсене куçнă.

Полицин çĕнĕ тумĕ те кăсăклантарчĕ: пĕрисем çĕннипе, теприсем киввипех-ха - мĕншĕн? Министр пĕлтернĕ тăрăх - хальлĕхе йышăн 35% çĕнĕ тум илнĕ. Вĕсем те - туллин мар, хăшĕсене хĕллехи форма панă, теприсене - çуллахи. Çакă чылайăшĕн унччен панă тумтир кивелсе ĕлкĕрейменнипе, çĕннине памалли вăхăт çитменнипе сăлтавланнă. Формăна туллин çĕнетессине 2016 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Çĕнĕ форма интереслĕреххи куç кĕрет - çĕнĕлĕх чылай. Тĕсĕ те - тĕттĕм кăвак: "Истори тĕсне тавăрнă, полици тумтирĕн тĕсĕ ĕлĕк шăпах тĕттĕм кăвак пулнă".

Украинăран килекенсем кунти лару-тăрăва çивĕчлетмĕç-и? Çук, министр кунта хăрушлăх курмасть. Çапах кÿршĕ çĕр-шывран Чăваш Ене криминалпа çыхăннă çынсем килесрен сыхланас енĕпе тивĕçлĕ пурнăçлаççĕ. "Çемйисемпе - ачисемпе, мăшăрĕсемпе - килекен арçынсем тĕлĕшпе, паллах, пысăк иккĕленÿ пулма пултараймасть, анчах арçын пĕччен килнĕ тĕк - тĕрĕслеме сăлтав пур", - терĕ ШĔМ ертÿçи.

Хăйĕн шăпипе те кăсăклантăмăр: эсир кунтан каясси пирки калаçкалаççĕ... "Ниçта кайма та хатĕрленместĕп. Çапла, чĕнеççĕ. Кунтах ĕçлĕп - каять тени сас-хура кăна", - татăклăн пĕлтерчĕ Сергей Евстафиевич.

Николай КОНОВАЛОВ