Экс-депутат суд умне тăрать

16 Утă, 2014

Следстви комитечĕн Канашри пайĕ Тăвай районĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ пулнă Андрей Моряков тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. «Шимкусский» ООО гендиректорне вăйпа усă курса пурлăх çаратнăшăн айăплаççĕ.

Пăтăрмах кăçалхи нарăсăн 27-мĕшĕнче пулнă. Моряков автомобильпе пынă май хирĕç килекен ВАЗ автомашинăна асăрханă, руль умĕнче - унăн арăмĕ пулнă хĕрарăмăн пĕлĕшĕ. Çав автомобиль çулне пÿлнĕ, водителĕн чарăнма, машинăран тухма тивнĕ. Вăл калаçăва телефон диктофонĕпе çырса илме пултарнă тесе Моряков ăна питĕнчен çапнă, мобильникне туртса илнĕ. Унтан ВАЗ салонĕнчен флэш-карттăна кăларса илнĕ. Машина двигательне хута ямалли çăра уççине илсе юр çине ывăтнă, яла пырса ан çÿре тесе асăрхаттарнă. Унтан хăйĕн машинине ларса пăрахса кайнă.

Следстви шухăшĕпе - экс-депутат айăпне ĕнентермешкĕн материал çителĕклĕ, вăл кĕçех суд умне тăрĕ.

Палăртни вырăнлă: Моряков иртнĕ çулхи кĕркунне кăна судпа айăпланнăччĕ. Тăвай районĕн миравай сучĕ ăна 7 пин тенкĕлĕх штрафланăччĕ. Çав айăплав арăмне хĕненипе сăлтавланнăччĕ. Приговор вăя кĕнĕ хыççăн Моряковăн депутат полномочийĕсене вăхăт çитмесĕрех вĕçленĕ.

Рубрика: 
Автор: