Хатĕрлеççĕ сенаж, утă. Выльăх-чĕрлĕх пулĕ тутă

16 Утă, 2014

Раççей Ял хуçалăх академийĕн Çĕрпÿ районĕнчи "Колос" патшалăх унитари предприятийĕ /ПУП/ утă - 600, сенаж 3 пин тонна хатĕрленĕ. "Пĕлтĕртен юлнă апата шута илсен пурĕ вĕсем 600 пуç выльăха икĕ çул тăрантмалăх та çитеççĕ, - терĕ предприяти директорĕ, ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ Эдуард Митрофанов. - Механизаторсем нумай çул çитĕнекен курăкăн юлашки гектарĕсенче çулаççĕ".

Сăнав поселокĕн тÿпемĕнчи уйра пултăмăр. Люцернăна вĕтетекен "Рось-2" агрегата туртса пыракан "Беларус" трактор йăр-йăр-йăр чупнине кăшт пăхса тăтăтăмăр та курăкран апат хатĕрлес ĕçе кун каçа вĕçлессине ĕнентĕмĕр. Унран сенаж тума Федор Андреев, Борис Дмитриев, Вячеслав Павлов, Сергей Максимов водительсем турттарнă, Анатолий Павловпа Артур Мочалов механизаторсем курăк çулмалли комбайна пĕр самантлăха та чарса ан тăратчăр тесе тăрăшнă.

Ферма çывăхне кÿнĕ курăка Николай Трофимовпа Владимир Никифоров "Т-150" тата "ДТ-75" тракторсемпе пусарнă. "Федерацин "Россельхозцентр" учрежденийĕн республикăри филиалĕ пире сенажа консервламалли хатĕрпе тивĕçтерчĕ. Ăна технологие пăхăнса хыврăмăр", - хавхаланса калаçрĕ Эдуард Лививич.

Сенаж хывнă çĕрте ĕç еплерех пынипе паллашма вăл автомашинăна чарчĕ. Тракторсем çÿллĕ купа тăрăх малалла-хыçалалла кумаççĕ. "Ешĕлскерне май килнĕ таран лайăхрах пусармалла. Курăк айĕнче сывлăш ан юлтăр, - ăнлантарчĕ директор. - Ăна пленкăпа темиçе хут витĕпĕр. Технологие пăхăнса ĕçлесен сенаж аван упранĕ".

Утăлăх курăка çулнă, пуçтарса тĕркеленĕ тата турттарнă çĕрте Артур Мочалов, Сергей Максимов, Николай Александров механизаторсем вăй хунă. Йĕпе-сапаран утта ангарсенче упраççĕ. Пахалăхĕ лайăх. "Апат çителĕклĕ тата ĕнесенчен чылайăшĕ темиçемĕш хут пăруланă май сĕт пĕлтĕрхинчен нумайрах антарасса ĕмĕтленетĕп. Пĕлтĕр кашни ĕнерен вăтамран 4500 килограмм сурăмăр. Кăçал кăтартăва 5 пин килограмм шайне хăпартма тĕллев лартрăмăр. Машинăпа ĕне сăвакансем ăна пурнăçласса шанатăп. Çулталăка ăнăçлă вĕçлесси вĕсенчен нумай килет".

Ĕнесене вĕтетнĕ симĕс курăкпа фермăрах тăрантараççĕ. Ăна уйран Владимир Порфирьевпа Димитрий Петров механизаторсем турттараççĕ.

"Тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене 2620 гектар пухса кĕртĕпĕр, - паллаштарчĕ Э.Митрофанов. - Пĕрчĕ хытмасăр вырмана тухмăпăр. Леонид Дмитриев, Николай Иванов, Алексей Степанов, Владимир Беляев тăватă комбайна уя кăларма юсаса лартрĕç. Çав механизаторсем - Сăнав ял тăрăхĕнченех. Ĕçе ют ялсене чĕнместпĕр. Механизаторсем хамăрăн та çитеççĕ. Вырмана çак шăмат кун костер лаптăкĕнчен пуçлăпăр".

Хуçалăх республикăри ял хуçалăх организацийĕсем валли суперэлита, элита вăрлăх хатĕрлет. Фермер хуçалăхĕсене пĕрремĕш репродукциллипе тивĕçтерет. Пĕлтĕр кĕлетсене хывнине хĕл каçиччен сутса пĕтернĕ. Ял хуçалăх организацийĕсен ертÿçисем кăçалхи тухăçран туянма "Колоспа" халех килĕшÿ çирĕплетеççĕ.

Тырра çÿп-çапран тасатмалли, типĕтмелли агрегатсене юсанă, йĕтемре ĕçлекен техниксемпе рабочисене палăртнă. Çунтармалли-сĕрмелли япаласем кÿнĕ. Ĕççине хутшăнакансене пурне те хуçалăх апатланмăшĕнче кунне икĕ-виçĕ хутчен тăрантарĕç. Директор вĕсене ĕç тата хавхалантару укçи тÿлемелли йĕркепе çак кунсенче специалистсемпе рабочисене пухса паллаштарасшăн. "Кăçал çанталăк кирлĕ вăхăтра çумăр çуса парса савăнтармарĕ. Культурăсене нÿрĕк халĕ те çитмест. Апла пулин те тыр-пул тухăçĕ аванах", - пирĕн кăмăла çĕклерĕ Эдуард Лививич. Мĕнех, апла пулсан хуçалăх кассине тупăш самаях кĕрĕ. Ку - аграрисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: