Уявсем хыççăн çуралнă шухăшсем
18 Jul, 2014

Çĕртме уйăхĕ культура мероприятийĕсемпе пуян пулчĕ: республика шайĕнче çеç мар, районсенче те, регионсенче те Акатуйсем иртрĕç, Республика кунне тĕрлĕ мероприятипе паллă турăмăр. Унсăр пуçне Шупашкарта федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсен Культура çулталăкĕнчи паха опытне палăртас тата ыттисен хушшинче сарас тĕлĕшпе конференци те пулчĕ. Уявсем, шавлă кунсем хыçала юлчĕç.

Мĕнле йĕр хăварчĕç вĕсем пирĕн чĕресенче, паха енĕ мĕнре палăрчĕ?

Акатуйсене илес тĕк /хальхи пек шайра кăçалхипе иккĕмĕш хут иртрĕ/ акă мĕн пирки чарăнса тăрассăм килет: чăваш халăхĕ юратакан мероприяти пулса тăчĕ вăл. Çакна пĕр пĕчĕк тĕслĕхпе çирĕплетесшĕн. Кăçал вăл ăçта уçăлнине хаçатсенче тĕрĕс палăртманран Шупашкар çыннисемпе хăнасем малтанхи çулсенчи пекех Тĕп хулари "Шупашкар: 500 çул" ятпа çÿрекен культурăпа кану паркне пысăк йышпа пуçтарăннăччĕ. Актуй вара адресне улăштарчĕ, Анне монуменчĕ патĕнче хÿтлĕх тупрĕ. Вăйă картине тăнă хĕрсемпе каччăсем палăк тавра юрласа çаврăнчĕç. Харăсах ун чухлĕ çын /1000 яхăн/ вăйă кăшăлне тăнине курнă-ши пирĕн Анне палăкăмăр?

Çак йышах Хĕрлĕ тÿреме çитрĕ. Унта халĕччен Акатуй ялавĕ вĕлкĕшменччĕ-ха. Кунтах муниципалитет районĕсен этнографи кил- çурчĕсем, йăла-йĕркепе паллаштаракан хатĕрсем "ÿссе ларнăччĕ". Республика çыннисемшĕн те, хăнасемшĕн те кăсăклăччĕ çакă. Кашни район хăйĕн еткерĕпе, ăс-пурлăх культурипе мăнаçланма пултарчĕ. Регионсенчи наци культура автономийĕсен ертÿçисен шухăш-кăмăлне пĕлес килчĕ: мĕнлерех хаклаççĕ вĕсем çĕнĕлĕхе?

Геннадий Александров - Беларуçри "Атăл" чăваш наци культура автономийĕн председателĕ:

- Чăваш Енрен кашнинчех тулли кăмăлпа каятăп. Эпĕ çеç мар, Минскра чăмăртаннă "Хамăр ял" ушкăн та. Кăçал 20-ĕн килтĕмĕр. Хамăрпа мухтанса илем-ха. Çĕртме уйăхĕн 6-7-мĕшĕсенче Гроднăра республикăри халăхсен уявĕ иртрĕ. Унта эпир те хутшăнтăмăр, чăваш культурипе, йăли-йĕркипе, апат-çимĕçĕпе паллаштартăмăр, пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр. Акатуй пирки вара çакна каласшăн: кирлĕ пире çакăн пек уяв. Вăл Хĕрлĕ тÿремре - хула чĕринче - иртни кăмăла тата та çĕклентерет. Асатте-асаннесен, несĕлĕмĕрсен умĕнчи айăпăмăра пĕчĕклетет.

Самар облаçĕнчи чăваш наци культура пĕрлĕхĕсен координаци канашĕн ертÿçи Николай Давыдов тата Сарă ту облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕн председателĕ Сергей Васильев Акатуй тинех Хĕрлĕ тÿреме çитнишĕн тем пек хĕпĕртине палăртрĕç, кунта чăваш Юпи кăна çитмест терĕç.

Халăх пултарулăхĕн "Раççей çăл куçĕсем" фестивалĕ, вăл Шупашкарта çирĕм иккĕмĕш хут иртрĕ, кăçал Китай юрă-ташă ăстисемпе савăнтарчĕ. Унтан харăсах икĕ коллектив килнĕччĕ.

Культура çулталăкне халалланă конференци патне таврăнар-ха. Вăл çĕртме уйăхĕн 17-18-мĕшĕсенче иртнĕччĕ. Сăмах илекенсем нумайăн пулчĕç. Кашнийĕ регионта Культура çулталăкĕнче пурнăçлакан пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пирки каласа кăтартрĕ. Эрĕнпурсем, сăмахран, округри наци театрĕсен фестивальне йĕркеленĕ, унта К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ те хутшăнчĕ.

Мари Элри культура ĕçченĕсем бизнесра вăй хуракансемпе партнер комитечĕ йăркеленĕ. Çакă чылай пысăк проекта вăраха тăсмасăр пурнăçа кĕртме пулăшать-мĕн. Культура çулталăкĕнче кÿршĕ респубикăра Оперăпа балет театрĕ çĕнĕ çурта куçнă.

Мордва Республикин культура министрĕ Владимир Шарапов пĕлтернĕ тăрăх - унти кашни вунă çынран пĕри культура марафонне хутшăнать. Яллă вырăнти культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине лайăхлатма Культура çулталăкĕнче 125 млн тенкĕ уйăрнă.

Чул хуласем çамрăксемпе ĕçлессине тĕпе хунă, ку енĕпе искусствăн урамра ирттерекен тĕсĕсемпе анлă усă кураççĕ. Халăх пултарулăхĕн ăстисен энциклопедине кăларса та палăрнă.

Чăваш Енре те Культура çулталăкĕнче вун-вун мероприяти иртет. Ачасемпе, çамрăксемпе тытакан çыхăну фестивальсем урлă çирĕпленсе пырать. Çапах та çулталăкăн тĕп паллине уçса паракан, халăх асĕнче нумайлăха юлакан мероприятисем хальлĕхе пулаймарĕç пек туйăнать-ха.

Çуллахи тапхăрти мероприятисем вĕçленчĕç пулĕ. Кĕркунне палăртнă ĕçсене пурнăçлама çĕнĕ вăйпа пуçăнасса шанатпăр, кĕтетпĕр.

Надежда СМИРНОВА

Надежда СМИРНОВА