Новости по теме
Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче çырăнтару кампанийĕ пуçланчĕ
«Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсене 2016 çулăн II çурринче утă-раштав уйăхĕсенче илсе тăмашкăн хальтерех çырăнса укçăра перекетлĕр. «Хыпар» хаçатăн хакĕ - 625,62 тенкĕ,
«Хыпар-эрнекун» - 325,92 тенкĕ.
Фемидăна шăнман пăр çине лартаймăн...
Директорсем саккуна уяман
Елчĕк районĕн прокуратури вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисем коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккуна уяманнине тăрă шыв çине кăларнă - вĕсем тупăшпа тăкак, пурлăх çинчен калакан кăтартусене панă май йĕркене пăснă.
Каллех - приговор
Чăваш патшалăх университечĕн Канашри филиалĕн директорĕ пулнă Борис Волкова следовательсем кăна мар, судсенче те лайăх палласа çитрĕç пуль ĕнтĕ. Виççĕмĕш хут приговор итлерĕ те...
Ку хутĕнче те ăна взятка илнĕ-шĕн /пĕтĕмпе 11 тĕслĕх/ тата должноç полномичийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн /12 тĕслĕх/ айăпланă.
Ентешсем маттур та хастар
Биатлон ăмăртăвĕн тĕнче Кубокĕн Çурçĕр Америкăра иртекен тапхăрĕнче Раççей чысне кам хÿтĕлессе палăртнă. Çĕршыв пĕрлештернĕ командин йышĕнче Ольга Подчуфаровăпа, Екатерина Юрловăпа, Дарья Виролайненпа, Екатерина Шумиловăпа пĕрлех чăваш хĕрĕ Татьяна Акимова та пур.
Арçынсен командинче: Антон Шипулин, Евгений Гараничев, Максим Цветков, Дмитрий Малышко, Алексей Слепов тата Алексей Волков.
Хаклă кайăка... суд хÿтĕлет
Етĕрне район сучĕ çак тăрăх çыннинчен кроншнеп тытнăшăн 170544 тенкĕ шыраса илме йышăннă.
Етĕрне çыннине пĕлтĕрхи ака уйăхĕнчех тытнă. Вăл Хĕрлĕ Чутай сунар территорийĕнче шыв шултра йышши чăххине персе ÿкернĕ. Çак кайăка Раççей Федерацийĕн Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ - ăна тытма юрамасть.
Йĕркене пăсакана авăн уйăхĕнче административлă майпа 2000 тенкĕ штраф тÿлеттернĕ. Çавăн чухнех патшалăха кÿнĕ тăкака - 170544 тенкĕ - саплаштарма ыйтнă. Вăл çав укçана хăйĕн ирĕкĕпе пама килĕшмен. Çавăнпах ĕçе суда ярса панă.
Мария РОМАНСКАЯ.