Директорсем саккуна уяман

2 Нарăс, 2016

Елчĕк районĕн прокуратури вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисем коррупципе кĕрешесси çинчен калакан саккуна уяманнине тăрă шыв çине кăларнă - вĕсем тупăшпа тăкак, пурлăх çинчен калакан кăтартусене панă май йĕркене пăснă.

Калăпăр, 8 учреждени ертÿçисем хăйсем тăратнă справкăсенче харпăрлăхра çĕр лаптăкĕсем пуррине палăртман. Муниципалитет учрежденийĕсен 6 директорĕн справкисенче хăйсен çĕр лаптăкĕсене арендăна панă май тупăш илнине кăтартман. Пĕр шкул директорĕ хăйĕн мăшăрĕн коммерци организацийĕн устав капиталĕнче тÿпе пуррине, унран тупăш илнине çырма "маннă". 3 директор хăйсен автомобиль пуррине пĕлтермен.

Район прокурорĕ Елчĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн 1-мĕш заместителĕн - вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн ячĕпе представлени çырнă хыççăн çитменлĕхсене пĕтернĕ, должноçри 18 çынна дисциплина енĕпе явап тыттарнă.

Н.ДМИТРИЕВ