Ентешсем маттур та хастар

1 Нарăс, 2016

Биатлон ăмăртăвĕн тĕнче Кубокĕн Çурçĕр Америкăра иртекен тапхăрĕнче Раççей чысне кам хÿтĕлессе палăртнă. Çĕршыв пĕрлештернĕ командин йышĕнче Ольга Подчуфаровăпа, Екатерина Юрловăпа, Дарья Виролайненпа, Екатерина Шумиловăпа пĕрлех чăваш хĕрĕ Татьяна Акимова та пур.

Арçынсен командинче: Антон Шипулин, Евгений Гараничев, Максим Цветков, Дмитрий Малышко, Алексей Слепов тата Алексей Волков.

Тĕнче кубокĕн 7-мĕшпе 8-мĕш тапхăрĕсем Канадăри Кэнморе /нарăсăн 4-8-мĕшĕсенче/ тата Америкăри Преск-Айле /нарăсăн 11-14-мĕшĕсенче/ хулисенче иртĕç. Вĕсем - Норвегире иртекен тĕнче Чемпионачĕ умĕнхи юлашки ăмăртусем.

***

Йывăр атлетика пĕрлештернĕ Чăваш Ен командин лидерĕсем Ирина Баймулкинăпа Наталья Хлесткина çак кунсенче Белгород облаçĕнчи Старый Орел хулинче иртекен Раççей кубокĕнче хăйсен вăйне кăтартрĕç. Ку ăмăрту Европа чемпионатне каякансене палăртать. Хĕрсен тренерĕ Геннадий Иванов палăртнă тăрăх, Норвегие чăваш икĕ маттур хĕрĕ те каяс шанăç пур.

Кăрлачăн 27-мĕшĕнче 58 килограмм категорире Ирина Баймулкина пĕрремĕш пулса тăнă. Вăл 208 килограмм /91?117/ йăтнă. Кăрлачăн 28-мĕшĕнче вара Наталья Хлесткина /63 килограмм виçере/ 235/109?126/ килограмм çĕклесе çĕнтернĕ.

***

Йĕлтĕрпе чупас хĕрÿ тапхăр пырать. Спорт ветеранĕсем те çуллен Туслăх кубокĕ ирттереççĕ. Кăрлачăн 17-мĕшĕнче Красноармейскинче Кубокăн 4-мĕш тапхăрĕ иртнĕччĕ. Унта 70 ветеран хутшăннăччĕ.

Паян йĕлтĕр спортне кăмăллакансен Туслăх кубокĕн 5-мĕш тапхăрĕ иртет. Вăл хастаррисене Çĕмĕрлере пухать.

Татьяна НИКОЛАЕВА.

Рубрика: