Писательсен союзĕн - çĕнĕ ертÿçĕ

29 Кăрлач, 2016

Кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче ЧР Профессионал писательсен союзĕн отчетпа суйлав пухăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов хутшăнчĕç. Сăмах тухса каларĕç.

Союз председателĕ Сергей Павлов общество организацийĕ 2010-2015 çулсенче тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕ. Ревизи комиссийĕн председателĕ Лидия Филиппова союзăн финанспа хуçалăх ĕç-хĕлне тĕрĕслесе тăнин кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.

Пухура писательсен союзĕн çĕнĕ ертÿçине, правленин çĕнĕ йышне суйларĕç. Председатель пуканне йышăнма виçĕ кандидатура тăратнă: союза халиччен ертсе пынă Сергей Павлов, Валери Туркай поэт тата "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕн пĕрремĕш çумĕ Геннадий Максимов. Ытларах сасă пухса пирĕн ĕçтеш Геннадий Максимов çĕнтерчĕ.