Кире пуканĕсем вылянаççĕ

2 Нарăс, 2016

Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ялĕнче пурăнакан Владимир Портнов профессионал спортсмен мар, çапах вăл икĕ аллине кире пуканĕсем тытса мĕн хăтланнине курсан тĕлĕнетĕн. Çакнашкал ăсталăха ăна çутçанталăк панă. Темиçе пăтлă хатĕрсене мечĕкле вылянă пек çавăркалама цирк артисчĕсем те пурте пултараймаççĕ.

«1993 çулта пуçланчĕ ку. Пĕр атлет пукансем çинче авăнса кире пуканĕсене вылянтарнине телевизорпа курнăччĕ. Ун чухнех хамăн та туса пăхас шухăш кĕчĕ. Гимнаст евĕр авăнкаласа çаврăнма, тĕрлĕ дистанцие чупма ача чухнех юрататтăм. Çапах та пурнăçăма спортпа çыхăнтарма шухăшламан», - калаçăва пуçларĕ Владимир Ильич.

Йăтас ăсталăха алла илсенех ял пăхаттирĕ помост çине тăнă. Пĕрремĕш хут халăх умне 1997 çулта тухнă, района килнĕ хăнасене ун чухнех тĕлĕнтернĕ вăл. Халăх та ăна тÿрех ăшшăн йышăннă: кунашкаллине циркра çеç курма пулать-çке, кунта вара хамăр çын. Малтан вăл хăйĕн пултарулăхĕпе районти Акатуйсемпе тĕрлĕ уявра паллаштарнă, каярахпа республика шайне тухнă. Паян эпир ăна кире пуканне йăтакансен ăмăртăвĕсенче ытларах куратпăр. «Хыпар» хаçатăн тата ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн Юрий Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ турнирсенче куракансене темиçе хут та тĕлĕнтернĕ вăл. Хăй те тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнать. Районти Акатуйсемпе ярмăрккасенче кире пуканĕ йăтса парнесем выляса илет.

Тимĕр вăййипе туслă арсем 32 тата 24 килограмлисене алла илеççĕ-тĕк, Владимир Портнов вара 60 килограмлине те йăтать. Хăй ăсталанă вăл ăна. «Тимĕр снаряда 2-3 хут кăна çĕклеме май пур, питĕ йывăр вăл. Ăна йăтма вăй çитерекенсем урăх тупăнмарĕç-ха хальлĕхе», - тет Аслă Чемен пăхаттирĕ. Май пулсанах кире пуканĕсене алла илме васкать вăл. Эрнере 1-2 хут тренировка туни те çителĕклĕ уншăн. Турникрен уртăнас тата çаврăнас енĕпе пĕр-пĕр каччăран та ирттерет. Акробатика мелĕсене пĕлни пĕрене çинче тĕрлĕ хăнăхтару тума пулăшать.

Строительство ĕçĕ çăмăл мар, темĕн те сиксе тухма пултарать. Темиçе çул каялла пилĕк хускалнипе вăл пĕр вăхăт вырăнпах выртнă. Сиплев гимнастики туса ура çине тăнă хыççăн аптрамасть-ха.

- Эпир çемьере ултă ывăл ÿснĕ. Ыттисем те ман пекех питĕ çаврăнăçуллăччĕ. Пĕрене, турник çинчен анма пĕлместĕмĕр. Хамăр хушăра ăмăртаттăмăр та, пĕр-пĕринчен вĕренеттĕмĕр. Питĕ туслă ÿсрĕмĕр, - иртнине кăмăллăн аса илчĕ помост ăсти.

Владимир Ильич пурне те сывă пурнăç йĕркине тытса пыма сĕнет. «Спортпа туслă пулсан кулленхи пурнăçра та, ĕçре те çăмăлрах, вăй-хал та иксĕлми. Организм хăвăрт ывăнмасть, йывăрлăха хăнăхать. Манăн ĕçре вара çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ», - тет чылай çул строительство отраслĕнче тăрăшакан арçын. Чăн та, 50 çула çывхараканскер хăйĕн ÿсĕмĕнчен çамрăк курăнать. Апла-тăк унран тĕслĕх илмеллех. Владимир Портнов пек пурте пултараймĕç, çапах турникрен уртăнма, кире пуканĕ йăтма, кунсерен чупма кашниех май тупаять.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Рубрика: