Каллех - приговор

2 Нарăс, 2016

Чăваш патшалăх университечĕн Канашри филиалĕн директорĕ пулнă Борис Волкова следовательсем кăна мар, судсенче те лайăх палласа çитрĕç пуль ĕнтĕ. Виççĕмĕш хут приговор итлерĕ те...

Ку хутĕнче те ăна взятка илнĕ-шĕн /пĕтĕмпе 11 тĕслĕх/ тата должноç полномичийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн /12 тĕслĕх/ айăпланă.

Следстви комитечĕн Канашри пайĕ тата Канаш районĕн сучĕ çирĕплетнĕ тăрăх - 2011 çулхи юпа уйăхĕнчен тытăнса 2013 çулхи кăрлаччен Волков хăй ертсе пыракан 85 студентран взятка илнĕ: эрех, апат-çимĕç, укçа - следстви çак саккунсăр "хавхалантарăва" 470 пин ытла тенкĕлĕх хакланă. Вăл студентсенчен диплом умĕнхи практика отчечĕсене йышăннă, тĕрĕслев ирттермесĕрех е тепĕр чух студентсем хăйсем килмесĕрех вĕсене зачет панă, экзамен тыттарнă. Вĕренсе тухнă чухне хатĕрлекен квалификаци ĕçĕсене йĕркелеме укçалла пулăшнă. Чăннипе вара çав ĕçсем умĕнхи курссем çырнă диплом ĕçĕсен копийĕсем кăна пулнă.

Суд экс-директора 4,5 млн тенкĕлĕх штрафланă. Унсăр пуçне Волкова 3 çуллăха аслă тата вăтам вĕренÿ заведенийĕсенче преподавательте ĕçлеме чарнă. Çак яваплăха судăн маларах, 2014 çулхи ака тата раштав уйăхĕсенче, палăртнă приговорĕсене шута илсе çирĕплетнĕ. Виçĕмçул та ăна асăннă йышши тĕслĕхсемшĕнех айăпланăччĕ.

Преступленисене СК следователĕсем Раççей ШĔМĕн Канаш хулинчи экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен пайĕн сотрудникĕсемпе алла-аллăн ĕçлесе тăрă шыв çине кăларнă.

К.НИКОЛАЕВ.

Автор: