Новости по теме

25 Кăрлач, 2021

Хушамат улăштарасси çăмăлланнă

Кăçалтан пуçласа хушамат, ят, ашшĕ ятне улăштарас текенсене унчченхи пек кăткăс килмĕ.

ЗАГС пайне çавнашкал ыйту çырсан унта ĕçлекенсем Пĕрлехи патшалăх реестрĕнчи информацие илĕç. Унччен вара ку ĕçе пурнăçлама гражданла пурлăх акчĕн копине ыйтнă. Халĕ вăл çав улшăнăва кĕртекенĕ ют патшалăхри компетентлă орган пулсан çеç кирлĕ.

www.hypar.ru

25 Кăрлач, 2021

Учебниксен йышне пысăклатнă

Республикăри вăтам пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсем валли чăваш чĕлхи учебникĕсен хушма тиражне хатĕрленĕ.

1-мĕш классем валли — «Чăваш азбуки», 5-7-мĕшсем валли — «Чăваш чĕлхи», 1-4-мĕшсем валли «Чăваш чĕлхи» /вырăсла/ пичетленсе тухнă та ĕнтĕ. Унсăр пуçне «Чăваш чĕлхи. 8 класс» кĕнеке те хатĕр.

Юлашки çулсенче Елена Еньккан 1-3-мĕш классем валли «Родной край» кĕнеки те кун çути курнă.

25 Кăрлач, 2021

Хуçасăр чĕр чун — футбол мечĕкĕ мар

Пандеми нумай чăрмав кăларса тăратнă пулин те тĕрлĕ мероприяти çак тапхăрта та иртнĕ — культура сфери ĕçсĕр ларман. Çакна ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен, ку хутĕнче пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынă канашлура культура министрĕ Светлана Каликова палăртрĕ.

25 Кăрлач, 2021

Ӳкерчĕксене тĕпчеççĕ

Кăрлачăн 26-мĕшĕнче 11 сехетре Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче наукăпа практика конференцийĕ иртет.

Мероприятие И.Э. Грабарь ячĕллĕ Пĕтĕм Раççейри ӳнерĕн наукăпа реставраци центрне кĕрекен Чăваш патшалăх ӳнер музейĕн станок живопиçĕн хайлавĕсене юсаса çĕнетес тата тĕпчес ĕçе халалланă.

25 Кăрлач, 2021

Монумент проектне палăртĕç

Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене чавнă çĕре хутшăннисене халалланă монумент проекчĕсен конкурсне нарăсăн 15-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕç.

Çак палăка Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан тылра тата хӳтĕлев линийĕнче тăрăшнă çынсене халаллĕç. Куславкка районĕнчи Аслă Куснар ялĕнчен инçе мар М7 трассăран пăрăннă çĕрте вырнаçтарĕç ăна.

25 Кăрлач, 2021

Етĕрнере тасалăх пулĕ-и?

Çӳп-çап купи пысăкланса пыни хула сăнне илем кӳместех. Етĕрнене те çак пулăм пырса тивнĕ.

Район центрĕ шутланакан хулари çӳп-çап купи пысăкăшĕпе 2 гектара çитнĕ, калăпăшĕ — 31 пин кубла метр. Ăна «Таса çĕршыв» федераци проекчĕн пулăшăвĕпе рекультивацилесшĕн. Хальлĕхе документсене тĕрĕслес ĕç пырать.

2024 çул тĕлне рекультивациленĕ вырăнсен лаптăкĕ 100 гектартан иртмелле.

25 Кăрлач, 2021

Студентсен кунĕнче парне — çĕнелнĕ общежити

Юсав ĕçĕсем иртнĕ хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн 2-мĕш общежитийĕ уçăлчĕ. Унта медицина факультетĕнче ăс пухакан 320 студент пурăнĕ.

25 Кăрлач, 2021

Çĕрпӳсем Пăр керменĕшĕн

Çĕрпӳ хулинче Пăр керменĕ çĕклес ыйтупа ятарлă канашлу иртнĕ.

Проектпа сметăллă документаци тата техника ыйтăвĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Беккер, унăн çумĕ - вĕренӳпе социаллă аталану пайĕн ертӳçи Алла Волчкова тата техника ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Павел Михайлов сӳтсе яврĕç.

Кăрлачăн 26-мĕшĕччен документсен пакетне Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министерствине ăсатма хатĕрлесе çитерĕç.

24 Кăрлач, 2021

Любовь Федоровăшăн куракансем тăвансем пекех хаклă

К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисткин Любовь Федоровăн пултарулăх каçĕ иртрĕ.

Театрăн илемлĕх ертÿçи Валерий Яковлев сцена ăстине  юбилейпе саламланă май спектакльсемпе  республика тулашне те çитни, ăна кирек ăçта та палласа юлни çине пусăм турĕ. Малашне те тухăçлă ĕçлеме сывлăх сунчĕ. Театр директорĕ Юрий Владимиров артистка чăваш хĕрарăмне те, патша майрине те ĕненмелле вылянине палăртрĕ.

22 Кăрлач, 2021

Олег Николаев историе «Хыпарпа» çырас кăмăллă

«Пултарулăхăр çăл куç пек тапса тăтăр» — çапла каласа пуçларĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ытларикун «хыпарçăсемпе» ирттернĕ, «Хыпар» хаçат тухма пуçланăранпа 115 çул çитнĕ ятпа йĕркеленĕ тĕлпулăва.

«Хыпар»

Pages