Комментари хушас

24 Кăрлач, 2021

Любовь Федоровăшăн куракансем тăвансем пекех хаклă

К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисткин Любовь Федоровăн пултарулăх каçĕ иртрĕ.

Театрăн илемлĕх ертÿçи Валерий Яковлев сцена ăстине  юбилейпе саламланă май спектакльсемпе  республика тулашне те çитни, ăна кирек ăçта та палласа юлни çине пусăм турĕ. Малашне те тухăçлă ĕçлеме сывлăх сунчĕ. Театр директорĕ Юрий Владимиров артистка чăваш хĕрарăмне те, патша майрине те ĕненмелле вылянине палăртрĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Вячеслав Рафинов  Любовь Владимировна сăнарсем урлă  пĕр-пĕрне юратма, хисеплеме, хавхалантарма вĕрентнине каларĕ.

Театр ĕçченĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Геннадий Медведев сцена çинче пĕрле нумай сăнар калăплани тавра сăмах пуçарчĕ. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ  Раиса Сарпи килте пысăк библиотека пуррине, пур кĕнекене те Любовь Федорова вуланине  аса илчĕ. Сăвăç-тусĕ ăна хăйĕн çĕнĕ кĕнекисене парнелерĕ. Хĕрĕ Марина Любовь Федорова чи лайăх амăшĕ, кукамăшĕ пулнине, хăйне нумайăшĕ ăмсаннине каларĕ.

Любовь Владимировна уява килнĕшĕн пурне те тав турĕ, кашни куракан тăван пекех хаклине палăртрĕ.

Саламсем хыççăн "Ай, мăнтарăн çил-тăманĕ"    камит пуçланчĕ.

www.hypar ru Марина ТУМАЛАНОВА сăн ÿкерчĕкĕсем.

Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем кунта.

Рубрика: