Студентсен кунĕнче парне — çĕнелнĕ общежити

25 Кăрлач, 2021

Юсав ĕçĕсем иртнĕ хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн 2-мĕш общежитийĕ уçăлчĕ. Унта медицина факультетĕнче ăс пухакан 320 студент пурăнĕ.

Çĕнелнĕ общежитие Студентсен кунĕнче уçни хăйне евĕр. 1962 çулта хăпартнă çурт пач улшăннă: халĕ вăл 6 хутлă, лифт пур. Студентсен пÿлĕмĕсем те пысăкрах, кашнин валли занятие хатĕрленмешкĕн уйрăм сĕтелпе пукан вырнаçтарнă. Тепĕр çĕнĕлĕх: интернета кĕме Wi-Fi пур. Икĕ е виçĕ пÿлĕм валли пĕр душ кабини, санузел, пысăках мар кухня /унта холодильникпе плита лартнă/. Кашни хутра кĕпе-йĕм çумалли, якатмалли пÿлĕм пур.

Студентсем валли кану вырăнĕ те йĕркеленĕ. Пĕрремĕш хутра спорт тата акт залĕсем, вулавăш пур. Общежитие кĕнĕ çĕрте биометрика терминалĕ вырнаçтарнă: вăл ÿт температурине виçет. Ăна ЧПУн студенчĕсемпе преподавателĕсем шухăшласа кăларнă.

Палăртмалла: юсав ĕçĕсене «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ирттернĕ. Федераци бюджетĕнчен — 139 млн тенкĕ ытла, университет 18 млн тенкĕ ытла уйăрнă.

Текст на русском языке...

www.hypar.ru Ирина КОШКИНА сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас