Комментари хушас

25 Кăрлач, 2021

Хуçасăр чĕр чун — футбол мечĕкĕ мар

Пандеми нумай чăрмав кăларса тăратнă пулин те тĕрлĕ мероприяти çак тапхăрта та иртнĕ — культура сфери ĕçсĕр ларман. Çакна ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен, ку хутĕнче пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынă канашлура культура министрĕ Светлана Каликова палăртрĕ.

Светлана Анатольевна пĕлтĕр республикăн патшалăх культура стратегине мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ. Опера, балет фестивалĕсем, Шупашкарти кинофестиваль, йăлана кĕнĕ сумлă ытти мероприяти — вĕсене пурне те йĕркелесе ирттернĕ. Çĕннисем те пур. Калăпăр, «Ентешсен çăлтăрсен ушкăнĕ» фестиваль. Унта тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче сцена çинче палăрнă йăхташсене пухнă — çак фестивале те йăлана кĕртесшĕн.

Коронавируса пула халăх культура учрежденийĕсене çÿресси, паллах, чакнă. 2019 çулта спектакль-концерт пăхма 623 пин çын пынă пулсан, 2020 çулта — 233,5 пин. Анчах театр-музейсем дистанци мелĕсене алла илни пулăшать: спектакльсемпе концертсене онлайн-мелпе пăхнисене шута илсен куракансен шучĕ пысăкланнă теме те май пур — тата 565 пин çын.

Культура учрежденийĕсен строительствипе реконструкцийĕ пирки те сăмах пулчĕ. Ку ретре Светлана Каликова чи малтан филармони реконструкцине асăнчĕ. Унта ĕçсен 77% пурнăçланă ĕнтĕ, сасă, çутă оборудованине те йăлтах кÿнĕ. Кăçалхи çĕртме уйăхĕ тĕлне пĕтĕм ĕçе вĕçлесшĕн.

Библиотекăсене çĕнĕ кĕнекесемпе тивĕçтерес енĕпе пысăк ĕç пурнăçланă — вĕсен фончĕсене пĕлтĕр 180 пин кĕнеке хушăннă. Архивсем вара тата 11,5 пин управ единиципе пуянланнă. Çав шутра — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине, Сăр та Хусан оборона чиккине тума хутшăннă çынсен докуменчĕсем. Республикăра пурăнакансем 67% чăвашсем пулнине кура халăхсен хушшинчи çураçу ыйтăвĕсем тĕлĕшпе тимлĕх пысăк пулнă, малашне те çаплах пулĕ.

Информполитика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Кристина Майнина патшалăхăн пулăшу ĕçĕсене электрон мелпе Патшалăхăн тата муниципалитетсен пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕ урлă илесси меллĕрех пулни çинчен граждансене ăнлантарас ыйтупа сăмах илчĕ. Пулăшу ĕçĕсен пысăк пайне электрон мел çине куçарнă ĕнтĕ. Ку список анлăлансах пырĕ, кăçал тата 25 пулăшу ĕçне «цифрăлама» палăртнă. Республикăра паян ку пулăшусемпе ĕçлекен вун-вун центр ĕçлет — усă крмашкăн чăрмав çук. Пĕлтĕр вĕсем 2,5 миллин пулăшу кÿнĕ. Çак шутра ытларах — врачсем патне йышăнăва çырăнасси /1,5 миллион тĕслĕх/, ĕç тупмашкăн пулăшу тата 3-7 çулсенчи ачасемшĕн тÿлев ыйтни.

Хальлĕхе, Кристина Андреевна палăртнă тăрăх, патшалăхăн пулăшу ĕçĕсемпе электрон майпа тивĕçтерессипе республикăра пурăнакансен 75% усă курать. Ку, ун шучĕпе, чикĕ мар, хăш-пĕр регионта çак виçе 100% та çитнĕ ĕнтĕ, апла тăк пирĕн те ĕçлемелли пур-ха.

Канашлура сÿтсе явнă тепĕр тема — вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хуçасăр чĕр чунсемпе мĕнле ĕçлени. Пĕлтĕр республикăра çавнашкал 573 чĕр чуна тытнă. Сăмах тĕпрен илсен йытăсем пирки пырать. Вĕсене усрамалли приютсем вара çук-ха. Ĕçлекенни пĕртен-пĕрре — Шупашкарта. Вăл вара 350-500 йытта йышăнмалăх кăна. Тата 14 приют кирлĕ. Вĕсене темиçе район валли пĕрер тăвасси пирки чылайранпа калаçни паллă, анчах лав вырăнтах-ха.

Ахальтен мар ĕнтĕ ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та çак ыйту футбол мечĕкĕ пек пулнине палăртрĕ: вĕçĕмсĕр унталла-кунталла тапатпăр. Ун шучĕпе, приютсем тăвасссине районсем хăйсем тĕллĕн татса параймĕç. Республика бюджечĕн укçипе туни шанчăклăрах.

Ăçта тăвасси те — ыйту. Хулара-ялта тăваймăн: çавăн чухлĕ йытă пултăр-ха — шавлă, çынсем кăмăлсăр пулĕç. Вăл йытăсене пĕр вăхăт приютра усранă хыççăн тытнă вырăнсенех каялла кăларса ямалли йĕрке тĕлĕшпе те иккĕленет. Çапла, çапкаланчăк йытăсем çухалсан вĕсен вырăнне ытти чĕр чун, калăпăр, тилĕсем, иленни палăрать. Анчах йытăсене кăларса ярсан вĕсем каллех çынсене тапăнма пуçласси те часах. Вĕсем мĕн çимелле — каяшсен контейнерĕсенче чакаланмалла-и? Ыйту чăннипех нумай, вĕсене тĕплĕ тишкерсе татса памалла.

Приют тенĕрен, Канаш администрацийĕ хулари пушă пĕр çуртпа усă курма сĕнет — шăпах меллĕ пулĕ. Михаил Ноздряков та ку шухăша ырларĕ: «Пирĕн хуçасăр, пушă янăраса ларакан ăнланамалла мар объект пайтах — вĕсене пăхмалла, усă курмалли майсене тишкермелле. Ку ыйтăва тĕплĕ пуçăнса яланлăхах татса памалла».

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.