Новости по теме

6 Утă, 2023

Тăван тăрăхпа паллашаççĕ

Чăваш Енре шкул ачисем валли экскурсисем йĕркелеççĕ.

Кăçал 5-9-мĕш классенче пĕлÿ илекен 5 пин ача çул çÿреве тухĕ. Списока çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне 737 вĕренекене резерва кĕртнĕ. Ашшĕ-амăшĕ çул çÿрев маршрутне суйлама пултарать. Экскурсисене авăн уйăхĕн вĕçĕчченех йĕркелеме палăртнă. Ку проекта пурнăçа кĕртмешкĕн 35 миллион тенкĕ уйăрнă. 5 туроператора çирĕплетнĕ. Туризм маршручĕсем тăван тăрăхăн истори тата культура еткерлĕхĕпе паллашма май параççĕ.

6 Утă, 2023

«Атте-анне пилне ăса хывнăран эпир телейлĕ»

«Эпир пĕр çулта çут тĕнчене килнĕ. Пĕр-пĕринчен икĕ кил урлă çитĕннĕ. Шкулта пĕрле вĕреннĕ. Хĕрпе каччă çулне çитсен çемье çавăрнă», — кăмăллăн калаçрĕ Николай Иванович. Пурнăçăн анлă çулĕпе 63 çул юнашар утакан Ершовсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев паян «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа чысларĕ.

5 Утă, 2023

Укçа фермерсем патне çитнĕ

Кăçал «Агростартап» патшалăх грантне 35 фермер тивĕçнĕ. ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 16 фермер счечĕ çине 60,8 миллион тенкĕ куçнă. Халĕ 19 фермерпа килĕшÿ тăваççĕ. Тÿлев çак эрне вĕçĕнче çитмелле. Укçа калăпăшĕ – 59,2 миллион тенкĕ.

5 Утă, 2023

Шупашкарти Граждан урамĕнчи юсав юпа уйӑхĕн 1-мĕшĕччен тăсӑлӗ

«Дорисс» подряд организацийĕ хальлĕхе ĕçсен 93% пурнăçланă. Çурла уйăхĕччен çул хĕррипе карта тытса тухĕç. Унтан ҫул çумӗнчи тăпрана якатса курăк акма тытăнĕç.

Pages