Новости по теме

26 Утă, 2023

Пулă ĕрчетсе те... ăмăртăпăр

Ял хуçалăхĕнчи экономика ăмăртăвне малашне теплицăсенче пахча çимĕç çитĕнтерекенсем тата пулă ĕрчетекенсем те хутшăнĕç. Тивĕçлĕ йышăнăва Министрсен Кабинечĕ юнкунхи ларура çирĕплетрĕ.

24 Утă, 2023

Китай бизнесĕ каллех Чăваш Енре тымар ярасшăн

Китаецсем Чăваш Енре пĕрлехи предприятисем уçас кăмăллă. Çакăн çинчен ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Дмитрий Бельцов пĕлтерчĕ.

17 Утă, 2023

Кăçал Чăваш Енре 4,9 пин ытла яшпа хĕр патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытнă

Экзамен пĕтĕмлетĕвĕсемпе вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ирттернĕ канашлура паллаштарчĕ.

Пĕтĕмпе Тĕрĕслев йĕркеллĕ иртнĕ. Экзаменсене питĕ ăнăçлă тытнă çамрăксен йышĕ пысăк. Вăл е ку предметпа 100 балл пухнисен йышĕ 80 яхăнах — иртнĕ çулхинчен нумайрах. 5 çамрăк вара икшер предметпа 100-шер балл пухнă. Пĕлтĕр унашкаллисем республикăра иккĕн кăна пулнă.

17 Утă, 2023

Китайпа çыхăннă проектсене аталантармалла

Тунтикунхи канашлура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов çак кунсенче Раççейĕн пысăк делегацийĕн йышĕнче Китайра иртекен, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассине халалланă конференцие хутшăнни çинчен пĕлтерчĕ.

17 Утă, 2023

Хурлăхлă цифрăсем киревсĕррипе кĕрешессине вăйлатма хистеççĕ

Чăваш Ен чылай енĕпе федерацин Атăлçи округĕнчи ытти регионтан ăнăçлăрах ĕçлет. Çак пĕтĕмлетĕве тунтикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Надежда Столярова турĕ.

14 Утă, 2023

Патриотизм воспитанийĕн тытăмĕнче тăрăшакансен форумĕ ĕçлет

Чăваш паташлăх филармонийĕнче паян федерацин Атăлçи тата Урал округĕсенчи патриотизм воспитанийĕн сферинче тăрăшакансен форумĕ уçăлчĕ.

Анлă канашлăва хутшăнакансене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ.

13 Утă, 2023

Caвăнăç кÿрекен хыпар

Паян Çĕрпÿ районĕнче республикăн Уй кунĕ иртрĕ. Аграрисен республикăран тата тулашран пуçтарăннă представителĕceм ял хуçалăх культурисен, техникипе оборудованийĕн, минерал удобренийĕceн, хими им-çaмĕн, агропромра усă куракан ытти ресурсăн куравĕ иртрĕ.

13 Утă, 2023

Арпус - нитратсăр

Çу пуçламăшĕнчен тытăнса ветеринари специалисчĕсем Шупашкар пасарĕсенчи 722 тонна арпуспа дыня пахалăхне тĕрĕсленĕ. Нитрат виçи нормăран иртнине шута илмен.

Тĕпчев кăтартăвĕ тăрăх çимĕç илсе килекене уйрăм документ параççĕ. Ăна туянакансен те сутуçăран ыйтма ирĕк пур.

Pages