Шупашкарти Граждан урамĕнчи юсав юпа уйӑхĕн 1-мĕшĕччен тăсӑлӗ
«Дорисс» подряд организацийĕ хальлĕхе ĕçсен 93% пурнăçланă. Çурла уйăхĕччен çул хĕррипе карта тытса тухĕç. Унтан ҫул çумӗнчи тăпрана якатса курăк акма тытăнĕç.
Чăн малтанах Граждан урамне 2022-мĕш çулта кĕркунне хута яма шантарнăччӗ, унтан контракта кӑҫалхи утă уйăхĕччен тăснă. Подряд организацийĕ юсав ĕçĕ вăраха тăсăлса кайнине проектпа смета докуменчĕсем пахалăхсăр пулнипе сăлтавлать.
фото cap.ru
Комментари хушас