Комментари хушас

3 Утă, 2023

Çырла çитĕнтерекенсен уявĕ

Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкар округĕнчи «Ивушка» питомникре Çырла фестивалĕ иртет.

Уява «Йăла-йĕрке. Сывлăх. Çемье» чĕнÿпе йĕркелеме палăртнă. Унта çырла çитĕнтерекенсем, им-çам, ятарлă оборудовани кăларакансем хутшăнĕç. Ĕç программине лекцисем кĕртнĕ. Çавнашкалах кунĕпе Консультаци центрĕ ĕçлĕ. Ашшĕ-амăшĕпе ачисен питомникре çырла татма май пулĕ. Унсăр пуçне кашниех тĕрлĕ апат тутанма, ăсталăх класне хутшăнма пултарĕ. «Шупашкар» универмаг», «Вокзал çумĕ», «Питĕр» суту-илÿ центрĕ» чарăнусенчен ятарлă транспорт питомнике илсе çитерĕ. Çĕнĕ Шупашкартан 157-мĕш автобуспа, Шупашкартан 107-мĕш, 113-мĕш автобуссемпе вырăна çитме май килĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: