Новости по теме

5 Çурла, 2014

Вăтам кăтартуран пысăк

Эрне пуçламăшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене республикăра пĕтĕмĕшле лаптăкăн 20,2 проценчĕ çинче (56388 гектар) çулнă. 108515 тонна тырă тĕшĕленĕ. Тухăç гектартан вăтамран 20 центнер тухнă. Красноармейски (24,8 ц), Вăрнар (23,7), Çĕрпÿ (23,6), Шупашкар (23,3) районĕсенче ку кăтарту самай пысăк.

5 Çурла, 2014

Тÿрĕ те уçăмлă калаçу

"Хальхи вăхăтра ял хуçалăх культурисен тухăçĕ гектартан вăтамран 20 центнера яхăн тухать. Паян ытларах ырашпа пăрçа вырăнать, вĕсен тухăçĕ пысăках мар. Тулă пуссине кĕрсенех тухăç ÿсмелле. Çу уйăхĕнчи шăрăх çанталăк ÿсен-тăрана витĕм кÿчĕ, çавăнпа малтанласа палăртнă чухлĕ тырă илесси иккĕленÿллĕ. Анчах пĕлтĕрхинчен 100 пин тонна ытларах пуçтарса илĕпĕр, пĕтĕмпе 500 пин тонна тырă тухмалла. Вырма лаптăкне иртнĕ çулхинчен 17 пин гектар таран пысăклатни май парĕ", – пĕлтернĕ республикăн ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов вулакансене.

5 Çурла, 2014

Пĕлтĕрхинчен ытларах

Республикăри ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансем тĕрлĕ майпа усă курса кăçалхи çур çулта 313 техника туяннă, пĕтĕмпе – 525 млн тенкĕлĕх. Пĕлтĕр çак тапхăрта 462,2 млн тенкĕлĕх 276 единица туяннă. Кăçал туяннă техника йышĕнче 93 трактор, тырă вырмалли 43 уй-хир "карапĕ", выльăх апачĕ хатĕрлемелли 15 комбайн.

5 Çурла, 2014

Пĕр вырăнта тăмасть

Апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноç республикăра пĕр вырăнта тăмасть: çĕнелет, анлăланать. Тĕслĕхрен, кăçал "Девелей" пĕрлешÿре соус хатĕрлекен виççĕмĕш линие хута янă, шурă соус упрама сивĕтмелли камерăсем тунă. Хальхи вăхăтра предприятире "Герберт" суту-илÿ маркипе 5 тĕрлĕ соус тата 3 тĕрлĕ горчица кăлараççĕ. Çитес çултан "Макдональдс" компани йăлтах "Девелей" продукцийĕпе усă курма тытăнать. Çавна май предприяти паянхинчен 5 хут нумайрах продукци туса кăларма, хушма 50 ĕç вырăнĕ йĕркелеме пултарать.

5 Çурла, 2014

Сĕт хакне йĕркелесси – тĕп ĕç

Ялта ĕне усрама çăмл мар. Сĕтел çинче кунсерен сĕт юр-варĕ пултăр тесен уйра пайтах тар тăкмалла, выльăх апачĕ хатĕрлемелле. Килте техника çук чухне е утă тумалли курăка алла çава тытса çулаймасан укçа-тенкĕ енчен те тăкакланма тивет. Тăкака ял çынни кăштах та пулин сĕт сутса саплаштарасшăн. Ĕçлекен çыннăн кунсерен пасара чупма вăхăт çук, çавăнпа чылайăшĕ сĕте ял-ял тăрăх çÿрекен усламçăсене е организацисене парать. Хĕлле сĕт хакĕ çырлахтарать темелле, çуллана тухаспа çиçĕмле хăвăртлăхпа йÿнелме тытăнать. Ял çынни çакăнпа кăмăлсăр.

5 Çурла, 2014

"Хыпар", 05.08.14 ç., 151 /26557/ №

о Республика Пуçлăхĕ 2015 çула К.В.Иванов çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.

о Вăрмар районĕнче социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн татса паман ыйтăвĕсем пур. Çакăн çинчен хăйĕн визичĕ вăхăтĕнче республика Пуçлăхĕ пĕлтернĕ.

о "Публицист шухăшĕ" - жруналист блогер айне пулни çинчен.

4 Çурла, 2014

Вăрмарсен çивĕч ыйтусем капланнă

Пуçлăхĕ эрне кун кунĕпех Вăрмар районĕнче ĕçлерĕ. Ирхи 8 сехете Аслă Пинер ялне çитрĕ, асфальт çула /1,03 км/ хĕрлĕ хăю касса уçма хутшăнчĕ. Ăна хывма ЧР хыснинчен - 29 млн, район бюджетĕнчен 1,9 млн тенкĕ уйăрнă. Çул шкулпа автотрассăна çыхăнтарать. Ял çыннисем савăнăçлă пухăва йышлăн пуçтарăннă.

4 Çурла, 2014

Журналист блогер айне пулни çинчен

Пĕлĕшĕм хăйĕн пирки блогер тет. Тепĕр чухне курнăçсан хăйне манран, ытти çăл куçпа пĕрлех бюджет укçипе те тытса тăракан хаçат корреспондентĕнчен, аслăрах тытас йăли те çук мар: «Эсир, влаç аллинчи массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем, тĕрĕссине çыраймастăр - сире çыртармаççĕ. Вăт эпир - ирĕклĕ çынсем, эсир калайманнине те уççăн, никамран шикленмесĕр калама пултаратпăр».

Pages