Пĕр вырăнта тăмасть

5 Çурла, 2014

Апат-çимĕç тата тирпейлекен промышленноç республикăра пĕр вырăнта тăмасть: çĕнелет, анлăланать. Тĕслĕхрен, кăçал "Девелей" пĕрлешÿре соус хатĕрлекен виççĕмĕш линие хута янă, шурă соус упрама сивĕтмелли камерăсем тунă. Хальхи вăхăтра предприятире "Герберт" суту-илÿ маркипе 5 тĕрлĕ соус тата 3 тĕрлĕ горчица кăлараççĕ. Çитес çултан "Макдональдс" компани йăлтах "Девелей" продукцийĕпе усă курма тытăнать. Çавна май предприяти паянхинчен 5 хут нумайрах продукци туса кăларма, хушма 50 ĕç вырăнĕ йĕркелеме пултарать.

"Чувашская" çупа сыр базинче мороженăй хатĕрлекен цеха тĕпрен çĕнетнĕ, хатĕр продукцие ăсатассипе ĕçлекен склад тунă. Анлă проект хакĕ 40 млн тенкĕпе танлашнă. Мороженăй цехне модернизацилени, Германире туса кăларнă фреон компрессорĕсемпе ĕçлекен сивĕтмелли агрегата хута яни энергие самай перекетлеме май парать.

"Акконд" пĕрлешÿре кăçалхи çĕртме уйăхĕнче пысăк канхвет хатĕрлекен хăватлă (çулталăкра 2900 тонна) çĕнĕ лини уçнă. Çапла майпа 24 çын валли ĕç вырăнĕ хушăннă.

"Букет Чувашии" сăра вĕретекен фирмăра та çĕнĕ проект пурнăçланать. Нумаях пулмасть углекислотлă станцине тĕппипе вырнаçтарса пĕтернĕ, шыв хатĕрлекен станци ĕçлеме тытăннă, кваса сăрăхтарса тасатакан линие хута яма палăртаççĕ.

"Акконд-Агро" фирмăра сĕт заводне тĕпрен çĕнетсе улăштарасшăн, талăкра 30 тонна таран сĕт тирпейлемелле тăвасшăн. Пĕтĕмĕшле проект хакĕ – 30,2 млн тенкĕ. Ăна кăçалхи чÿк уйăхĕнче вĕçлесшĕн. Тулли хăватпа ĕçлесе кайсан пĕрлешÿре çĕнĕ продукци кăларма тытăнмалла: йогурт, тутлăлантарнă кефир, бифидок, тăпăрчă хутăшĕ. Сĕт юр-варĕ лавккасене çĕнĕ "эколин" савăтра çитĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти "Россиянка" макарон фабрики 2008 çултанпа ĕçлемен. Халĕ унта "Агро-Инвест" пĕрлешĕвĕн компанийĕсем юсав ĕçĕ пуçланă. Çитес çулхи çуркунне продукци кăларма тытăнмалла.