Журналист блогер айне пулни çинчен
Пĕлĕшĕм хăйĕн пирки блогер тет. Тепĕр чухне курнăçсан хăйне манран, ытти çăл куçпа пĕрлех бюджет укçипе те тытса тăракан хаçат корреспондентĕнчен, аслăрах тытас йăли те çук мар: «Эсир, влаç аллинчи массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем, тĕрĕссине çыраймастăр - сире çыртармаççĕ. Вăт эпир - ирĕклĕ çынсем, эсир калайманнине те уççăн, никамран шикленмесĕр калама пултаратпăр».
Тĕрĕсси çук мар-ха ĕнтĕ унăн сăмахĕнче, çакна йышăнмаллах, апла пулин те - блогер тесе ытлашши курнăçланни пур пĕр вырăнсăр. Интернетри «чĕрĕ журналсенче» хăйсен блогĕсене тытса пыракансем ирĕклĕх тенине ытла та ирĕклĕ ăнланаççĕ - иртĕхÿ патнех çитеççĕ, çакă тарăхтарать.
Хайхи пĕлĕшĕмпе пĕрле пĕр мероприятире пултăмăр. Тепĕр кунне вăл çырнине вулатăп та - йăлт кутăнла çавăрса хунă-çке. Пулманни те - пулнă, каламанни те - каланă. «Мĕншĕн апла хăтланатăн?» - манăн çак ыйтăва блогер кĕскен хуравларĕ: «Хăвăр çапла çыраймастăр та...» Совеç текенни пулмасан - çыраяттăм пуль.
Блогсем, паллах, хаçатсемшĕн конкурентсем пулса тăчĕç: хаçат паян пулса иртни пирки ыран çеç вулакан патне çитерет, Интернетăн анлă майĕсемпе усă куракан блогерсем вара вăл е ку ĕç-пуç пирки паянах хыпарлаççĕ. Ку енĕпе пичет МИХĕсем выляса яни куç кĕрет - çĕнĕ технологисемпе тупăшаймăн. Тĕрĕс тупăшура вăй виçекенсен пĕрешкел условисем пулманнин субъективлă сăлтавĕсем пурри пушшех хаçатсене аяла тăвать. Вĕсенчен пĕри - хаçатçăсем массăллă информаци хатĕрĕсем çинчен калакан саккуна пăхăнса ĕçлени. Тĕрĕс маррине çыр-ха, кама та пулин сăлтавсăр тапăнса пăх-ха - «шар курнисем» тÿрех суда чĕнеççĕ, хаçатран кăна мар, журналистран та кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен кÿнĕ сиене саплаштармашкăн ыйтма пикенеççĕ. Çавнашкаллишĕн çак йĕркесен судăн темиçе ларăвне кайма тивнĕ авторне ĕненсемĕр: гражданла тишкерÿ кăна, ĕç-пуç укçа тÿлесси патне çитмен пулин те «явап тытакан» ролĕ пĕртте кăмăллăскер, ăмсанмаллискер мар.
Блогер вара? Ун çийĕн «суд» текен чукмар çакăнса тăмасть - хуть те мĕн çыр. Çыраççĕ те: уголовлă ĕç пуçармасăрах, суд приговор палăртмасăрах вăл е ку çын пирки «вăрă», «коррупционер» теме те, намăс сăмахсемпе усă курма та юрать. Пур енĕпе те ирĕклĕ: виçĕ сăмахра тăватă орфографи йăнăшĕ, предложени сиктерсе пунктуаци е грамматика йăнăшĕсем - хăш-пĕр блогер хăйĕн шухăшне-позицине пур пĕр «юлашки инстанцири чăнлăх» тесе хакласа вулакан патне çитерме васкать.
«Апла мар-çке, эсĕ çырни чăнлăхпа килĕшсе тăмасть - элек вĕт!» - тесе тавлашма пăхатăп та - хайхи пĕлĕшĕм яхăнне те ямасть: «Эпĕ мана ĕненме хистеместĕп-çке». Яваплăх вара? Унăн ку ыйту хуравĕ те пур: «Блог - манăн дневник евĕр вĕт. Çав дневникпа паллашмашкăн эпĕ никама та хистеместĕп, çынсем ăна хăйсен ирĕкĕпе уçса вулаççĕ - вĕсемшĕн эпĕ явап тытма пултараймастăп».
Питĕ меллĕ позици. Ку логикăна тĕпе хурсан - эпĕ те хамăн статьясене никама та ирĕксĕрлесе вулаттармастăп, хаçата та çынсене пусмăрласа çырăнтармастпăр. Анчах МИХ журналисчĕн пур пĕр объективлă пулмалла - унсăрăн санкцисем пулма пултарасса кĕтсех тăр.
Блогерпа журналист хушшинчи çак танмарлăх тинех пĕтессе шанма пулать. Блогерсем çинчен калакан саккун вăя кĕрет - блогсем тинех «саккунлăх картинче» пулаççĕ. Документра «блогер» ăнлава та уçăмлатнă: вăл - «хăйĕн Интернетри страницинче массăллă информацие пурне те курма-паллашма вырнаçтаракан çын». Талăкра 3 пин ытла çын вулакан блогерсен Роскомнадзор реестрне кĕмелле.
Паллах, блогерсенчен нумайăшĕ çĕнĕлĕхе иккĕленсе-асăрханса йышăнать. Ирĕклĕхе чикĕлени кама килĕштĕр. Хайхи чикĕсем вара уçăмлă: саккунăн 10.2 статйин 2 пункчĕ материалсене псевдонимпа пичетлеме ирĕк парать, çав вăхăтрах 4 пункт блогерăн ят-хушаматне палăртма хистет - халĕчченхи пек «anonim» йышши вăрттăн ятсен хыçне пытанаймăн. Асăннă статьярах блогерăн саккунсене пăхăнмаллине, Уголовлă кодекса пăсма юраманнине çирĕплетнĕ. Апла тăк, калăпăр, элекшĕн, çыннăн таса ятне вараланăшăн блогер та хаçат е урăх массăллă информаци хатĕрĕн журналисчĕпе танах явап тытĕ.
Тĕрĕс, йĕрке пулмалла. Хăшĕсем çак саккуна тÿрех сăмах ирĕклĕхне тапăнни вырăнне хурса хаклама васкарĕç те - Роскомнадзор ертÿçин çумĕ Максим Ксензов вĕсене лăплантарчĕ: «Тĕллев - кама та пулин хăратасси, хупса хурасси мар. Халĕ Twitterта Facebokра е ЖЖра пурте ирĕклĕ çырма, хăйсен шухăшĕсене палăртма пултараççĕ. Анчах çак ирĕклĕх пирĕн культурăна ним вырăнне те хуманни патне çитмелле мар».
... Интереслĕ, блогер-пĕлĕшĕм халь мĕн калать-ши? Унчченхи пекех курнăçланĕ-ши? Пулĕ те. Асăннă саккун ăна пырса тивесси иккĕленÿллĕ-çке. Документра темшĕн реестра кĕмеллисем тесе 3 пинрен кая мар çын паллашакан блогсене кăна асăннă: 10 е 100 çын кăна вулать пулсан? Унашкал блогерсем хăйсене малашне те çăварлăхсăр туйĕç-и? Хуть вăрçă пуçлама чĕнсе çыр - пур пĕр никам та нимĕн те калаймĕ-и?
Николай КОНОВАЛОВ