Общежитисене юсаççĕ
И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра студентсем валли лайăх услови туса парас тĕллевпе нумай ĕç тăваççĕ. Юлашки çулсенче общежитисене хăтлăлатма тытăнчĕç. 2021 çулта акă 2-мĕш общежитие хута янă. Ăна федераци бюджетĕнчен уйăрнă тата аслă шкул хăй ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе тунă. Пĕлтĕрех 6-мĕш общежитире строительство ĕçĕсем тума пуçланă. Çуртăн пĕр пайне иртнĕ çулах юсанă, кăçал тепĕр пайне çĕнетеççĕ.