Билетсăр юлмĕç
«Шупашкар – Хусан – Шупашкар» маршрутпа тӳрех икĕ «Валдай-45Р» çӳрĕ. Çакна шыв транспорчĕпе çӳрес текен йышланни витĕм кӳнĕ.
Ку улшăну утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче вăя кĕнĕ. Расписани вара унчченхи пекех юлĕ: «Валдай-45Р» кимĕ кашни кунах Шупашкартан 8 сехетре тухĕ, Хусантан вара — 16 сехетре. Билетсене Шупашкар юхан шыв порчĕн сайтĕнче туянма пулать. Палăртмалла: «Шупашкар — Сĕве — Шупашкар» маршрут рейсĕсем те унчченхи вăхăтпах çӳрĕç. Вырсарникунсерен Шупашкартан — 8 сехетре, Сĕверен — 16 сехет те 30 минутра тухĕç.
Комментари хушас