Пуç хунă хыççăн чысланă

11 Утă, 2022

Чăваш ывăлне Дмитрий Семенова Раççей Геройĕн ятне панă.

Дмитрий Владимирович Шупашкар районĕнчи Тренкасси ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вăл майор, штаб командирĕ – спецназăн 16-мĕш бригадин отрячĕн командирĕ пулнă. Украинăра çар заданине пурнăçланă чухне паттăррăн пуç хунă. Пысăк наградăна унăн амăшĕ — Алина Георгиевна — патне Тĕп çар округĕн командующийĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Рустам Миннекаев генерал-майор илсе çитернĕ.

www.hypar.ru

Комментари хушас