Финала тухнисене чысларĕç
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2022/07/hd_a1i59810.jpg)
Паян, утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче, «Çамрăк лидерсен команди» республика конкурсĕн финалне тухнисемпе çĕнтерӳçисене чысларĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе регионти Вĕрентӳпе çамрăксен политикин министерстви йĕркелекенскер виççĕмĕш хут иртрĕ.
Çамрăксем хăйсен ертӳçĕ пултарулăхне, тарăн ăс-тăнне, пĕлтерĕшлĕ йышăнусем тума, тĕллевлĕн ĕç пуçарса тухăçлăхне палăртма пĕлнине тупăшу тĕрлĕ тапхăрĕнче кăтартнă. Финала 25 çамрăк тухнă. Çĕнтерӳçĕсем Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи çамрăксен кадр резервне кĕрĕç. Вĕсен çумне наставниксене çирĕплетĕç. Çавăн пекех вĕсене Раççей халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин академийĕн Чăваш Енри филиалĕ вĕренме йышăнĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Алексеевич çĕнтерӳçĕсене саламланă май ушкăна ертсе пыма пултаракансем пур сферăра та кирлине каларĕ. Руль умĕнче тăраканăн яланах пуçаруллă пулмалли, çĕнни патне ăнтăлмалли çине пусăм турĕ.
www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/07/hd_a1i59818.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/07/hd_a1i59865.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/07/komanda.jpg)
Комментари хушас