Комментари хушас

11 Утă, 2022

Çул çинчех…

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи пĕр пепке Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче çут тĕнчене килме васканă.

22 çулти амăшĕ унччен икĕ ачана пурнăç парнеленĕ, çавăнпа хальхинче хырăм касса ыратма тытăнсан тӳрех хăраса ӳкмен. Анчах вăхăт çур çĕр патнелле çывхарса пынă чухне ыратнине тӳсме йывăрланнă. Çамрăк хĕрарăм «васкавлă пулăшу» чĕнсе илнĕ. Людмила Жижайкинăпа Евгений Козлов пулăшнипе 20 минутран ача сасси илтĕнсе кайнă. Амăшĕпе пепкине хăвăртрах Шупашкарти перинаталь центрне илсе çитернĕ.

www.hypar.ru