1958 çулта çуралнă хĕрарăма Шупашкарти Васкавлă пулăшу больницине илсе çитернĕ. Тĕрĕслев хыççăн çакă палăрнă — хĕрарăмăн вар хырăмĕнче рак чирĕ аталаннă, 4-мĕш стадие çитнĕ. Шыççа пула апат çулĕ те хупланнă. Вăхăт-вăхăтăн унран юн тухса тăни лару-тăрăва тата йывăрлатнă, анеми патне илсе çитернĕ.
«Юлашки икĕ çулта, коронавирус пандемийĕ пуçлансан, Раççейре шалти туризм вăйлăрах аталанма тытăнчĕ», – терĕ РФ Президенчĕ çумĕнчи Раççей халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин академийĕн аталану тата стратеги пуçарăвĕсен институчĕн директорĕ Вячеслав Шоптенко. Чăваш Енри туризма епле аталантарссине паян çак аслă шкулăн Шупашкарти филиалĕнче иртнĕ «Чăваш Ен туризмĕ» стратеги сессийĕнче сÿтсе яврĕç.
Çĕршывăмăрăн ылтăн-ахах мерченĕсене — Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» конкурса хутшăнакан алĕç ăстисене — Шупашкар кăçалхипе 20-мĕш хут йышăнчĕ. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ çумĕнчи скверта вырнаçрĕç вĕсем.
Çĕршывăн 25 регионĕнчи 49 ăста хутшăнчĕ унта. Çавăн пекех хамăр республикăри маçтăрсем те пулчĕç. Вĕсем — тĕрĕçĕсем, йывăç касса эрешлекенсем, капăр çи-пуç хатĕрлекенсем, тăм тетте тăвакансем, пусма татăкĕнчен тĕрлĕ япала ăсталакансем.
«Шупашкар — Арена» пăр керменте йĕркеленĕ «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курава хутшăнакан компанисен продукцийĕпе паллашассине республика Пуçлăхĕ Олег Николаев промышленноç предприятийĕсенчен пуçларĕ. Курмалли-хакламалли чăннипех нумай.
Республикăра пĕлтĕр тулашри сăлтавсене, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене, онкологие пула çын вилесси чакнă. Апла пулин те 2020 çулхинчен 1,6 пин çын нумайрах пурнăçран уйрăлнă. Çакăн çинчен юнкун Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтерчĕ.
Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнчи вăтам шкула паян республикăри чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕcем пухăннă.
Кунта Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учреждени ертÿçисен «Пĕрлĕхре – вăй» регионсен форумĕ иртрĕ. Унта онлайн мелпе Пушкăрт, Тутар республикисенчи, Чĕмпĕр тата Пенза облаçĕсенчи йăхташăмăрсем те хутшăнчĕç.
ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçе улшăнусем кĕртесси тавра калаçрĕ.