Ĕçсĕррисене – тÿлевсĕр курссем

20 Çĕртме, 2022

Ĕçпе тивĕçтерекен центрта тăракан 900 ытла çынна çĕнĕ профессие хăвăрт алла илме май туса панă.

Вĕсем парикмахер, çĕвĕç, ĕç хуралĕн специалисчĕ, персоналпа ĕçлекен специалист, компьютер графикипе дизайн, пĕчĕк тата вăтам бизнеса йĕркелесси тата ытти специализаципе вĕренеççĕ. Тӳлевсĕр курссене 468 хĕрарăм, 16-29 çулсенчи 147 çамрăк специалист, нумай çул ĕçлемен 199 çын, пенси умĕнхи ӳсĕмри 74 çын çӳрет. Вĕреннĕ вăхăтрах вĕсем 1500 тенкĕ илсе тăраççĕ. Халĕ «Погрузчик водителĕ», «6-мĕш разрядри хуралçă» курссене те çын пухма тытăннă.

www.hypar.ru

Комментари хушас