Кашни иккĕмĕш спортсмен
Патшалăх Канашĕн черетлĕ вуннăмĕш сессийĕнче физкультурăпа спорт çинчен калакан саккун проекчĕпе паллаштарма трибуна умне спорт министрĕ Василий Петров тухрĕ. Унăн депутатсен ыйтăвĕсене те хуравлама тиврĕ.
Калăпăр, Шупашкарта нумаях пулмасть ветерансен çĕршыв шайĕнчи чемпионачĕ иртнĕ — унта хутшăннисем кунти условисемпе кăмăлсăр пулнă... Министр палăртнă тăрăх, министерство хăнасене «Спорт» хăна çуртне вырнаçма сĕннĕ, çапах вĕсем хăйсем «Раççей» отеле суйланă. Анчах унта та кăмăлсăр пулма сăлтав çук...