Новости по теме

17 Юпа, 2024

Кунта тӗрлӗ ыйтăва татса парӗҫ

Паян Шупашкарти Стрелоксен 324-мĕш дивизийĕ урамĕнче вырнаçнă Социаллă пулăшу паракан комплекслă центршăн асра юлмалли кун пулчĕ. Кунта харăсах икĕ центр уçăлчĕ. Çемье нумай функциллĕ центрĕпе «Манăн социаллă центр» клуб хутлăхĕ алăкĕсене яриех уçрĕç.

3 Юпа, 2024

Професси енĕпе хатĕрленме – тепĕр центр

Канашри транспортпа энергетика техникумĕнче «Промышленноç тата инженери технологийĕсем» направленипе професси хатĕрленĕвĕ тухма пулĕ. Çакна тума унта тин çеç уçăлнă Профессие маларах хатĕрленмелли центр май парать.

3 Юпа, 2024

Сахалинтан Шупашкара – пĕрремĕш хут

Юпа уйăхĕн 2-5-мĕшĕсенче Шупашкарта Сахалин пукане театрĕн «Пысăк гастролĕ» иртет. Спектакльсем пуçланас умĕн театрта пресс-конференци пулчĕ. Мероприятие ЧР культура министрĕн çумĕ Георгий Богуславский, Чăваш патшалăх пукане театрĕн директорĕ Елизавета Абрамова, Сахалин пукане театрĕн илемлĕх ертӳçи Антонина Добролюбова тата Чăваш Республикин театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ Сергей Павлов хутшăнчĕç.

30 Авăн, 2024

Каш! кашлаччăр вăрмансем

Чăваш çĕрĕнче ĕлĕк-авал кедр вăрманĕсем кашланă теççĕ. Красноармейски салинче пурăнакан Мефодьевсем тăрăшнипе çак йывăç малашне пирĕн республикăн кашни кĕтесĕнче ешерме пуçлĕ. Паян Шупашкар округĕнчи Çырмапуç ялĕ çывăхĕнче çут çанталăк тусĕсем пĕр гектар лаптăкра кедр лартрĕç.

18 Авăн, 2024

Чăваш кĕнеке издательстви конкурса хутшăнма йыхравлать

Чăваш кĕнеке издательстви «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» регионсем хушшинче вун виççĕмĕш хут иртекен конкурса хутшăнма йыхравлать. Кăçал ĕçсене çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 31-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

10 Авăн, 2024

Чӑваш патшалӑх академи драма театрĕнче Патшалӑх театрĕсемпе концерт учрежденийĕсен ҫĕнĕ сезонĕ уҫӑлнӑ ятпа савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрĕ

Пухӑннисене ЧР Пуҫлӑхĕ Олег Николаев саламларĕ. Сезона ӑнӑҫлӑ ирттерме ӑнӑҫу сунчĕ. "Культура хутлӑхĕ" проект ĕҫлеме пуҫланине ырларĕ. Уявра пултаруллисемпе пуҫаруллисене наградӑсемпе чысларĕҫ.

ЧР культура министрĕ Светлана Каликова иртнĕ сезонта тунӑ ĕҫ- хĕлпе паллаштарчĕ. Пĕлтĕр пĕтĕмпе 2800 мероприяти ирттернĕ. Вĕсене 821000 ҫын ҫитсе курнӑ. Пĕтĕмпе 58 премьера пулнӑ. Министр пĕлтернĕ тӑрӑх, ҫулталӑк вĕҫлениччен премьерӑсем татах пулĕҫ. Юпа уйӑхĕнчен вара "Культура хутлӑхĕ" проект пурнӑҫланма тытӑнĕ.

9 Авăн, 2024

Уксахлакан стройкăсемпе хускалман автоклубсем çинчен

Культура объекчĕсен строительствипе капиталлă юсавĕ, автоклубсен çуллахи тапхăрти ĕçĕ — çак тема республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри пулчĕ. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ тееймĕн — хăш-пĕр округ пуçлăхĕн пит хĕретме те тиврĕ.

Округсен пуçлăхĕсем ĕлкĕрме шантараççĕ

Pages