Комментари хушас

30 Авăн, 2024

Каш! кашлаччăр вăрмансем

Чăваш çĕрĕнче ĕлĕк-авал кедр вăрманĕсем кашланă теççĕ. Красноармейски салинче пурăнакан Мефодьевсем тăрăшнипе çак йывăç малашне пирĕн республикăн кашни кĕтесĕнче ешерме пуçлĕ. Паян Шупашкар округĕнчи Çырмапуç ялĕ çывăхĕнче çут çанталăк тусĕсем пĕр гектар лаптăкра кедр лартрĕç.

Пĕтĕм Раççейри «Вăрмансене упраса хăварар» акцие хутшăнакансене Чăваш Республикин пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ. «Пире вăрмансене сыхлас кăмăл пĕрлештерет. Ырă çак акци çĕр-çĕр тĕм йывăç лартса тăван тавралăх ешĕллĕхне упрама пулăшать», — терĕ вăл. Акци кăçалхипе улттăмĕш хут иртет. Ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пуçарнă. Кăçал çĕршывра 70 миллион йывăç лартма палăртнă. Чăваш Енре вара 30 пин тĕп хушăнĕ.

Кăçалхи акци Донецк, Луганск республикисем, Запорожье тата Херсон облаçĕсем Раççейпе пĕрлешнĕ кунпа тÿр килчĕ. Çавна май Шупашкар округĕнчи йывăç лартма уйăрнă лаптăкран Мариуполь хулипе видео кĕпер йĕркелерĕç. Унта Чăваш Республикин Общество палатин председателĕн çумĕ Алексей Автономов ертсе пыракан ушкăн Раççейĕн çĕнĕ территорийĕсенче йывăç лартма хутшăннă. «Ушкăн виçĕм кун Бердянскра ĕçленĕ, ĕнер — Мариупольте. «Çемье вăрманĕ» акци вăхăтĕнче 3000 юман, хыр, хурăн тата лиственница лартса хăварма палăртнă. Ку меропрприятисенче чи пĕлтерĕшли — çынсем. Вĕсем пире, йывăç лартма килекенсене, тав туса кĕтсе илчĕç. Çакăн пек ырă ĕçсем ытларах пулччăр!» — терĕ Алексей Автономов тÿрĕ эфирта. Хунавсемпе Чăваш Республикинчи Вăрнар, Муркаш, Канаш лесничествисем тÿлевсĕр тивĕçтернĕ.

Мариуполь хулин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Моргун Чăваш Енрен илсе килнĕ юмансем, хурăнсем, çăкасем туслăха тата та çирĕплетессине палăртрĕ. «Эпир çак куна тахçантанпа кĕтнĕ. Малашне пирĕн хулана çĕнĕ çуртсем кăна мар, ешĕл йывăçсем илем кÿрĕç», — терĕ вăл.

Олег Николаев пĕрлехи акцин пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕ. «Нумай çул Раççейпе пĕрле пулассине кĕтнĕ çынсем паян пирĕнпе пĕрле йывăç лартма пултарни чăннипех те савăнтарать. Çак акци — туслăх палли», — терĕ вăл.

Республика ертÿçи тăван тăрăх илемĕшĕн тăрăшакан Светлана Мефодьевăна Тав çырăвĕпе чысларĕ. Светлана Матвеевна республикăри муниципалитетсене 8 пин тĕп кедр парнелеме шут тытнине пĕлтерчĕ. Çак шутран пĕр пайне ĕнер «Вăрмансене упраса хăварар» акцие хутшăнакансем Шупашкар округĕнче лартрĕç. «Кедра сывлăх йывăçĕ теççĕ. Вăл чунсене сиплет, тăнăçлăха упрать. Çавăнпа йывăç лартнă чухне яланах ырă шухăш-ĕмĕтпе хавхаланмалла», — палăртрĕ Светлана Матвеевна.

Чăннипех те, ырă кăмăл акцийĕ пулчĕ. Унта çамрăксем те, аслă ăрурисем те хаваспах хутшăнчĕç. «Çанталăк та, кăмăл та лайăх, — терĕ Кÿкеç территори уйрăмĕн пуçлăхĕ Дмитрий Ефремов. — Турă пил парса тăрать тейĕн. Йывăç лартни — питĕ пархатарлă ĕç. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пирĕнпе пĕрле акцие хутшăнни уйрăмах хавхалантарчĕ». Çырмапуç ялĕнчи 20 ытла хĕрарăм хаваспах алла кĕреçе тытса кедр лартрĕ. «Эпир пур çĕре те хутшăнма вăхăт тупатпăр. Ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем валли хÿтĕлев тетелĕ çыхатпăр, гуманитари пулăшăвĕ пухатпăр, субботнкисене тухатпăр. Халĕ те акă Пĕтĕм Раççейри акци пулассине пĕлсен айккинче тăрса юлма пултараймарăмăр», — терĕ хастарсен ертÿçи Галина Королькова.

Çырмапуçĕнчи ача садĕнчен тепĕр ушкăн çитнĕ. Галина Максимова, Раиса Васильева, Надежда Ананьева шкулчченхи учрежденин пĕтĕм коллективĕ ятĕнчен йывăç лартрĕç.

Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

www.hypar.ru