Уявсем тата ĕççи — пĕрремĕш вице-премьер - финанс министрĕ Михаил Ноздряков тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура вĕсем тавра калаçу пулчĕ.
Нумай ачаллă çемьесене пулăшасси, пушар тата çăлав службисен ĕçченĕсене — хушма тӳлевпе, медиксене саплаштару укçипе хавхалантарасси — çак тата ытти ыйту Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕн кун йĕркинче пулчĕç.
Пĕлтĕрхи пекех — кăçал та промышленноç ӳсĕмлĕ ĕçлет. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура тĕплĕ калаçу пулчĕ.
Унта республика ертӳҫи Олег Николаев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков, Алла Салаева хутшӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ шухӑшсем, ҫивӗч ыйтусене татса пама кирлӗ ҫӗнӗ меслетсем паянхи саманара уйрӑмах кирлине, 2020-2025 ҫулсенчи программӑпа килӗшӳллӗн мӗнле проектсене пурнӑҫа кӗртме май килнине палӑртрӗ Олег Алексеевич. Кунта паян экономикӑн, транспортӑн, промышленноҫпа энергетикӑн, АПКн тӗрлӗ отраслӗпе ҫыхӑннӑ проектсемпе, малашне пурнӑҫлама палӑртнӑ ӗҫсемпе паллаштараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ хыпарсенче хаксем ҫинчен каласа панӑ чух халиччен илтмен терминсем часах пулаҫҫӗ. Мӗн-ши вӑл инфляци? Вӑл мӗнле пулма пултарать? Мӗн-ши вӑл "инфляцие таргетлани"? Ҫакӑн ҫинчен наци чӗлхипе "Инфляци словарӗ" ятлӑ проект пирки Чӑваш Республикин Раççей Банкĕн уйрӑмӗнче ӗҫлекен эксперт каласа парать.
Юр нумай пулнине кура çурхи ейӳ тапхăрĕ йывăр пулассăн туйăннăччĕ, анчах çакă республикăра, телее, тӳрре тухмарĕ пулас. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура çак ыйтупа калаçу пулчĕ. Чăн та, хăрушлăх сирĕлнĕ теме иртерех-ха.
Патшалăх Канашĕн черетлĕ 25-мĕш сессийĕ, кĕçнерникун иртнĕскер, пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Мускав облаçĕнчи Красногорск хулинче пулнă тискер терактра вилнисене пурте пĕр минут шăп тăрса асăннинчен пуçланчĕ. Депутатсем 12 саккун проектне тишкерсе ырларĕç, ытти ыйтăва пăхса тухрĕç.