Промышленноç тата ĕç укçи ӳсĕмлĕ

22 Ака, 2024

Пĕлтĕрхи пекех — кăçал та промышленноç ӳсĕмлĕ ĕçлет. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ирттернĕ канашлура тĕплĕ калаçу пулчĕ.

Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăрлач-пуш уйăхĕсенчи кăтартăвĕсене тишкерчĕç. Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов палăртнă тăрăх, промышленоç производствин индексĕ асăннă тапхăрта 22% танлашнă. Тирпейлекен производствăсен çак кăтартăвĕ тата пысăкрах — 25% шайĕнче. Хатĕр металл изделисем, сĕтел пукан туса кăларакан предприятисем вара производствăна 2,8-2,5 хут таранах пысăклатнă. Çавăн пекех хими продукцийĕн кăтартăвĕсем ӳсĕмлĕ. Система йĕркелекеннисен шутне кĕрекен 39 предприяти пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен нумайрах продукци туса кăларнă. Çав вăхăтрах 13 предприяти иртнĕ çулхи çав шая çитеймен.

Тиесе ăсатнă продукци пирки калас тăк унăн калăпăшĕ 40% хушăннă — 120 миллиард тенкĕлĕх. Ку енĕпе Çĕмĕрле, Шупашкар, Канаш хулисем, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш муниципалитет округĕсем ăнăçлă ĕçленине министр пайăррăн палăртрĕ. Красноармейски, Шупашкар, Улатăр, Хĕрлĕ Чутай округĕсен вара мухтанмалли çукрах — вĕсем иртнĕ çул пуçламăшĕнчи виçĕ уйăх шайне çитеймен. Строительство ĕçĕсен пурнăçланă калăпăшĕ 13 округра, виçĕ хулара пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех: Улатăрсемпе Сĕнтĕрвăррисен, Вăрмарсемпе Патăрьелсен, Çĕмĕрлесемпе Елчĕксен...

Инфляци виçи 2,2% танлашнă. Ĕç укçи хăпарсах пырать. Уйăхри вăтам шалу 52,8 пин тенке çитнĕ. Ку ӳсĕм кăтартăвĕпе республика Раççейри вăтам шайран маларах пырать.

Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕрремĕш квартала бюджета мĕнле пурнăçланине тĕпе хурса хакларĕ. Республикăн пĕрлехи бюджечĕн тупăшĕ 25,4 миллиарда яхăн тенкĕпе танлашнă — çулталăк каяллахинчен чылай пысăкрах. Çак виçере хамăрăн тупăш тӳпи курăмлă. Çав шутра — налуксем: организацисен усламĕнчен илекен налук калăпăшĕ 10% ытла хушăннă, уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекенни вара — 59% яхăнах.

Тăкаксем пирки каланă май Михаил Геннадьеви кăçал вĕрентӳ валли уйăрнă укçа пĕчĕкленнине çирĕплетрĕ. Çакăн сăлтавне уçăмлатма пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне вĕрентӳ об±екчĕсен юсавĕ валли пысăк укçа тăкаклама ĕлкĕрнине аса илтерчĕ. Кăçал çак ĕçсен калăпăшĕ хальлĕхе пĕчĕкрех. Патшалăх парăмĕ 16 миллиарда яхăн тенкĕ шайĕнче. Вăл пĕчĕкленнине министр пĕлтĕр çулсен, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен юсавĕпе строительстви валли илнĕ кредита кăçал тӳлесе татнипе сăлтавларĕ.

Темăна пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев строительствăпа çыхăннă ĕçсене васкатмалли çинчен аăрхаттарчĕ. Çанталăк лайăх — строительство сезонĕ хĕрӳ тапхăра куçать. Ăшă та уяр çанталăкăн кашни кунĕпе туллин усă курмалла. Çав вăхăтрах вăл ĕçсен пахалăхĕ тĕлĕшпе те тимлĕ пулмаллине аса илтерчĕ — тĕрĕслев ĕçне çирĕплетмелле.

Ял хуçалăх техникин, аттракционсен юсавлăхĕн ыйтăвĕпе Хăй тĕллĕн çӳрекен машинăсен тата ытти техникăн юсавлăхне сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев сăмах илчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, паян республикăра 27,7 пин трактор-комбайн шутланать. Юлашки пилĕк çулта 3,4 пине яхăн, 14%, хушăннă. Çав шутра аграрисем пĕлтĕр те чылай техника туяннă. Ку техника паркне самай çĕнетме май панă: халĕ хуçалăхсенче 3 çултан «çамрăкрах» трактор-комбайн шучĕ 20% танлашать. Темиçе çул каялла кăна-ха ку кăтарту чылай пĕчĕкрех пулнă. Хуçалăхсем, уйрăм çынсем кăçал çак техникăн пысăк пайне — 5,5 пин ытла единицине — техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă. Çур акине хутшăнакан тракторсем тĕлĕшпе ку пушшех пĕлтерĕшлĕ. Техника шанчăклăхне тĕрĕслев çирĕплетнĕ, эппин, вăл уйра ванса ларас хăрушлăх та чакать.

Техника ĕçлеме кăна мар, кану валли те кирлĕ. Ку енĕпе те аптрамастпăр темелле — 2023 çулта кăна республикăра çĕнĕ 34 аттракцион хута кайнă. Вĕсен шучĕ те ӳссех пырать. Çак техника юсавлăхне сăнаса тăрасси те — патшалăх инспекцийĕн яваплăхĕн зонинче. Çийĕнчен республикăна ютран та куçса çӳрекен аттракционсем килеççĕ — вĕсем тĕлĕшпе те тимлĕ пулмалла. Владимир Павлович Канашра кивелсе юрăхсăра тухнă аттракцион пуррине аса илтерчĕ, Олег Николаев муниципалитет ертӳлĕхне ăна демонтаж тумалли çинчен асăрхаттарчĕ — инкек-мĕн пуласса кĕтмелле мар.

ГКЧС ертӳçи Сергей Павлов вăрмансенчи пушарсенчен сыхланас ыйтăва çĕклерĕ. Вăл ака-çу уйăхĕсенче çулленех кивĕ курăка, çӳп-çапа çунтарнă май пулакан пушар нумайланнине аса илтерчĕ. Шел, кăçал та çаплах — çавнашкал виçĕ теçетке тĕслĕхе шута илнĕ ĕнтĕ. Пĕр тĕслĕхре Куславкка хулинче вут-çулăм курăк çинчен хуçасăр кирпĕч çурт çине куçнă, тепринче Муркаш округĕнче йывăç хуралта сиенленĕ. Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Пăрачкав округĕнче курăка çунтарнă май вут-çулăм 20 гектар çинче сарăлнă. Телее, ăна çурт-хуралтă çине сиксе ӳкме паман.

Сергей Геннадьевич прогнозсем ака уйăхĕн вĕçĕ, çу уйăхĕ типĕ те ăшă пуласса кĕтме хистенине палăртрĕ. Çийĕнчен çанталăк кассăн-кассăн çиллĕ пулĕ. Кун пек чухне вут-çулăм сарăлас хăрушлăх пушшех пысăк. Умра — вăрăм кану кунĕсем. Халăх дачăсене каять, уçă вырăнта кăвайт чĕртсе шашлăкпа сăйланать — пысăк тимлĕх кирлĕ. Олег Николаев çӳлерех асăннă йышши пушарсемшĕн айăплисене тупса палăртни пысăк пĕлтерĕшли çинчен каларĕ. Вĕсене явап тыттарни çинчен массăллă информаци хатĕрĕсем урлă пĕлтермелле — ыттисем те çакна шута илччĕр, çăмăлттайлăхшăн ка-çару çуккине туйччăр.

www.hypar.ru

Комментари хушас