Новости по теме

19 Çĕртме, 2014

Асăмри Чĕмпĕр шкулĕ

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ăс пухса учитель ятне илнисем Вăрмар тăрăхĕнчен - 25-ĕн. Вĕренме кĕнисем, анчах тĕрлĕ сăлтавпа шкултан кайнисем темиçен. Çавăн пек «шăпаллă» çынсем хушшинче Арапуç ачи Александр Никифоров та пур.

19 Çĕртме, 2014

"Хыпар", 116 /26522/№

 Сесси. Саккунсем - халăхшăн

 Кун хыççăн кун. Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр-и?

 Çивĕч ыйту. Вырăн шыраççĕ. Хăçанччен?

 Ыйтăм. "Депутат ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ те кăсăклă"

 Абитуриент кĕтесĕ. Полиграфи ăстисене Шупашкартах хатĕрлеççĕ.

 Çĕр. Хресчен, пулăхлăха упра!

 Тĕл пулу. Хĕрĕх çул иртсен...

 Кивĕ сăн ÿкерчĕк. Çар прокурорĕ.

18 Çĕртме, 2014

Саккунсем - халăхшăн

Ĕнер Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн 22-мĕш сессийĕ ĕçлерĕ. Кун йĕркине 14 ыйту кĕртнĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ республикăн хăш-пĕр саккунне улшăнусемпе хушăмсем кĕртессипе, теприсем федераци саккунĕсемпе пĕр пеклетессипе çыхăннă. Унчченех профильлĕ комитетсенче тĕплĕ сÿтсе явнăран вĕсене татса парасси вăрах пымарĕ. Чăваш парламентарийĕсем нумайăшне икĕ вулавпа йышăнчĕç.

Тĕплĕнрех - "Хыпарăн" çĕртмен 19-мĕшĕнчи номерĕнче.

18 Çĕртме, 2014

Сад пахчинче юрлатăр шăпчăк...

Иртнĕ ĕмĕрĕн юлашки çулĕсенче республикăри хуçалăхсем туса илнĕ мĕн пур улма-çырла калăпăшĕ 9600 центнерпа танлашнă. Нумай-и ку е сахал-и? Чăваш Енре пурăнакан кашни çынна 5 килограмран та сахалрах лекнине шута илсен, пахчаçăсем ÿсĕмлĕ ĕçленĕ теме çук. Медицина виçипе пăхсан кашни çынна çулталăкра 80 килограмран кая мар улма-çырла кирлĕ.

18 Çĕртме, 2014

Хĕрĕх çул иртсен...

Вăрнарти совхоз-техникумран /халĕ - ял хуçалăх техникумĕ/ вĕренсе тухнăранпа 40 çул иртсен кăçал вун улттăн тĕл пултăмăр. Эпир 33-ĕн пĕлÿ пухнă, вĕренÿ заведенине 31-ĕн пĕтернĕ. Хăшĕсем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă, теприсене уяв çинчен пĕлтерме май килмен. Шăмăршă районĕнчи Николай Воробьев хыпар илнĕ пулсан та килеймерĕ. Телефонпа çыхăнсан: "Ака хĕрсе çитнĕ вăхăтра хуçалăхран епле кайăп", - терĕ. Акă кам вăл чăн-чăн агроном!" - терĕмĕр Николая мухтаса.

18 Çĕртме, 2014

Хăрах витрепе, çурри тултарса...

Ялсенче шыв ыйтăвĕ уйрăмах шăрăх вăхăтра çивĕч. Апат пĕçерме те чей вĕретме, выльăх-чĕрлĕх шăварма çеç мар, вут-кăвартан сыхланма та, пахча çимĕç шăварма та кирлĕ вăл. Апла пулсан килти хуçалăхри шыв савăчĕсем кашни кунах тулли пулмалла. Хĕллехипе танлаштарсан унăн калăпăшĕ çулла темиçе хут ÿсет. Картишĕнчех çăл тата насус пулсан тем пекехчĕ те, чылай ялта халĕ те шыв ăсма çынсем инçене утаççĕ. Çулĕ тÿрĕ пулсан юрать-ха. Ватăсене тулли витрепе çырма тĕпĕнчен хăпарасси - терт-асап.

Pages