Новости по теме

24 Çĕртме, 2014

Мăн аннене упрар!

Çут çанталăка упрасси кашни çыннăн обществăри тивĕçĕсенчен пĕри пулмалла. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен çут çанталăк - этемĕн мăн амăшĕ. Ăна сăтăрçăсемпе сиен кÿрекенсенчен хÿтĕлемелле. Мăн анне çынна пурнăç парнеленĕ, ăс-тăн, чĕре, ÿпке, ал-ура, куç-пуç - кун-çула тăсма кирлине пурне те панă. Этеме халĕ те сăпкара сиктерет. Мăн анне пурнăçран кайсан ачи пурăнайĕ-ши?

Тĕплĕнрех ыранхи номерте.

24 Çĕртме, 2014

«Икĕ пин те пуль çак Туй Пирĕн пурнăç йĕркинче»

Пĕтĕм чăвашсен иккĕмĕш Акатуйĕ кăçал хăйĕн «адресне» улăштарчĕ: тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул» ятпа çÿрекен культурăпа кану паркĕнчен Хĕрлĕ тÿреме куçрĕ.

24 Çĕртме, 2014

Туссене çирĕм иккĕмĕш хут пухрĕ

Юрă-ташă уявĕ, пурте кĕтнĕ уяв - Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕ - туссене 22-мĕш хут пухрĕ. Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре халăх пултарулăхĕн уявне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

24 Çĕртме, 2014

Рейхстаг тăрринчи Çĕнтерÿ Ялавĕ

1945 çулта Мускавра Çĕнтерÿ парадĕнче Çĕнтерÿ Ялавне рейхстага штурмланă çĕре хутшăннă виçĕ çын йăтса утнă. Паллах, çĕнтерÿçĕ паттăрсем татах пулнă, анчах виççĕшне тĕнче ас туса юлнă, мĕншĕн тесен вĕсене Çĕнтерÿ Ялавне рейхстаг тăррине вырнаçтарса лартмашкăн шаннă.

24 Çĕртме, 2014

"Сывлăх", 25 /790/ /, 26. 06. 2014

Сивĕре - ăшă, шăрăхра - сулхăн.

 Хура хурлăхан сиплет.

Укроп, хура тул.

Кали çитмест...

 Кĕленче кавăн çинчен.

 Шăрăх: ăш хыпать.

 Ăвăс кĕлĕпе, пĕтнĕк çулçипе.

 Бронхитран - сухан эмелĕ.

 Выç хырăмла - çăмарта.

Хĕвелпе пиçсе каясран хÿтĕленĕр.

Тухтăрпа канашланă хыççăн.

 Ÿтшĕн паха ÿсен-тăран.

Курăк çăвĕ алă айĕнчех пултăр.

23 Çĕртме, 2014

Китайпа алла-аллăн

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Самарта федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китай Халăх Республикинчи Янцзы шывĕн Тури тата Вăтам юхăмĕнчи регионсен ертÿçисен "çавра сĕтелĕн" виççĕмĕш ларăвне хутшăннă.

23 Çĕртме, 2014

ЧНК: Устав çĕнелчĕ, ĕç-хĕл карти аслăланчĕ

Республика кунне уявлама тĕрлĕ регионтан йăхташсем килсе çитрĕç. Çак пулăмпа усă курса Чăваш наци конгресĕ Мăн Канаш ларăвне ирттерчĕ. Тĕпрен илсен унăн кун йĕркинче регионсен хушшинчи общество асăннă организацийĕн Уставне сÿтсе явас ыйту пулчĕ.

Pages