Çĕнтерÿçĕсене - хисеп те мухтав!

18 Çĕртме, 2014

Çĕртме уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче Тăвай районĕнчи «Акконд-агро» фирма» обществăн ĕне ферминче республикăри выльăх пăхакансен конкурсĕ иртнĕ.

Ăна тунти кун Тăвайри культура-кану çурчĕ умĕнче уçнă. Хусанти «ТатХимПродукт» общество выльăх ăш-чикне витĕр пăхмалли УЗИ аппарат, ытти техника хатĕрĕ туса кăларакан Draminsri фирмăн ял хуçалăх оборудованине кăтартнă. Конкурсантсене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, ветеринарин патшалăх службин ертÿçи Сергей Скворцов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке кĕрешÿре çитĕнÿ тума ырă суннă.

Рубрика: 

Новости по теме