Асăмри Чĕмпĕр шкулĕ

19 Çĕртме, 2014

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ăс пухса учитель ятне илнисем Вăрмар тăрăхĕнчен - 25-ĕн. Вĕренме кĕнисем, анчах тĕрлĕ сăлтавпа шкултан кайнисем темиçен. Çавăн пек «шăпаллă» çынсем хушшинче Арапуç ачи Александр Никифоров та пур.

Хăй Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренни пирки А.Никифоров 70-мĕш çулсенче самай пысăк аса илÿ хăварнă. Ăна паллă тавра пĕлÿçĕ С.Гурьев вырăсла йĕркелесе çырнă, «История д. Арабоси» ятлă ал çырăвне кĕртнĕ, шел - кĕнекелесе кăларайман. Аса илÿре вăхăт палли самаях сисĕнет, сăмахран, 15-16 çулсенчи çамрăксем революци тĕп шухăшĕсене ăнланса йышăннă пек кăтартни. Вырăсларан чăвашла куçарнă чухне çав вырăнсене «çемçетме» тăрăшрăм.

Рубрика: 

Новости по теме