Новости по теме

30 Раштав, 2014

Ытарайми Фарида

Ку кăларăмри «Самант» хăни - чăваш халăхĕ юратакан юрăçă: Фарида. Çак ят чăвашла «Ĕнчĕ-мерчен» (Жемчужина), «Бриллиант» тесе куçарăнать. «Чи хакли», «Ытарайми», «Чипертен чиперри» тесе те калама пулать ăна. Ашшĕ-амăшĕ хĕр пĕрчине çак ята парса пĕрре те йăнăшман: чăнах та, Фарида - ĕнчĕ-мерчен пике.

29 Раштав, 2014

Мунча хыççăн канлĕн çывăракан лашасем

Çулталăк вĕçленсе пырать пулин те Лаша çулĕ пирĕнпе сывпуллашма васкамасть-ха - тухăç календарĕпе Качака /Сурăх/ çулĕ нарăсăн 19-мĕшĕнче кăна пуçланать. Апла- тăк ут пирки /вăл пирĕнтен лайăх кăмăлпа уйрăлтăр тесен/ тепĕр хут та сăмах пуçарма юрать.

27 Раштав, 2014

"Хыпар", 247-248 /26653-26654/ №, 2014, декабрь, 27

Кадетсем "здрасьте" темерĕç, е Тăван чĕлхе "социаллă лифтра" ытлашши мар. Çутă тăрă кÿлĕсемпе, тăпăл-тăпăл çуртсем тирпейлĕн ларса тухнă пысăках мар ялсемпе çыхăнать манăн ăнра Тăвай тăрăхĕ.

26 Раштав, 2014

Кăçал - ача сачĕ, тепĕр çултан - вăтам шкул

Çĕнĕ çул хальлĕхе алăк урати урлă каçман пулин те шурă Шупашкарăмăрăн çамрăк гражданĕсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ вара уявăн асамлă та сумлă парнине тивĕçрĕç: декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче хулара харăсах ача-пăчан тăватă садикĕ хута кайрĕ.

Pages